Комментари хушас

30 Çу, 2014

Сухан ăнмасть

Юлашки икĕ çулта сухан туса илейместĕп. Сухана тапăнакан шăна айăплă. Анчах эпĕ унран хÿтĕленсе тем те тăватăп-çке: севока малтан марганцовка шывĕнче тытатăп, кашни çулах çĕнĕ вырăна лартатăп, шăна вĕçме пуçласанах йăрансене краççын хушнă шывпа сапатăп. Тата мĕн тумалла-ши?

Светлана Матвеева.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ÿсен-тăрана хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Елена СОКОЛОВА хуравлать.

– Сухана тапăнакан шăна – чи хăрушă тăшмансенчен пĕри. Сиенленнĕ сухан çĕрет, çулçи сарăхса типет. Шăна хурчĕсем çĕр ăшĕнче куколкăланаççĕ, унтан кайран шăнан иккĕмĕш ăрăвĕ вĕçсе тухать. Утă уйăхĕнче хайхи иккĕмĕш ăрури шăна каллех сухана тапăнать. Мĕн сĕнме пулать-ха?

Сухана иртерех лартма тăрăшмалла, малтанхи вырăна 3-4 çул иртмесĕр те лартма юрамасть.

Пĕр йăран çинчех сухан та, кишĕр те çитĕнтерсе пăхăр.

Йăрана торфпа е лайăх çĕрсе çитнĕ типĕ тислĕкпе мулчаламалла.

Шăна вĕçнĕ тапхăрта ÿсен-тăрана тăвар шывĕпе сирпĕтмелле (пĕр витре шыва 1 стакан тăвар), вăйлă шăршăллă шĕвек те пулăшма пултарать. Калăпăр, табак, горчица е пăрăç шывĕ.

Шăна вĕçнĕ, çăмарта хунă тапхăрта сухана сайра-хутра çеç шăвармалла (çиелти тăпра çийĕ типĕ пултăр).

Кĕркунне çĕре тарăнрах (25 см ытла) чавса хăвармалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.