Улмуççине хÿтĕлер
Хаçатăн иртнĕ номерĕнче улма-çырла йывăçĕсен турачĕсене вăрăм сăмсаран хÿтĕлесе ирсерен кăшт силлемелли çинчен çырнăччĕ эсир. Пирĕн улмуççисем пит çÿллĕ. Мĕнле им-çампа сирпĕтме юрать-ши? Хурт-кăпшанка тытмалли кăшăл çинчен те тĕплĕнрех пĕлесчĕ.
Валерий Иванов.
Муркаш районĕ, Çатракасси ялĕ.
Вăрăм сăмса (долгоносик) улма-çырла йывăçĕсене сăтăр туса пурăнать. Çĕр çинче, çулçă айĕнче хĕл каçать. Çуркунне улмуççи, груша, чие, слива тата ытти йывăç çине хăпарса мĕн лекет – çавна çиет. Улма-çырла пиçнĕ тĕле вара тĕп ĕçе пуçăнать: вăл е ку çимĕçе пĕрер çăмарта хурса хăварать.Çĕрсе хăвăртрах çĕре ÿктĕр тесе çимĕç тунине те кăшласа хăварать. Эрнерен çĕрекен çимĕçри çăмартаран хурт тухать, унта вăл уйăха яхăн тăранса пурăнать те çĕр ăшне 10-15 см тарăнăшне куколка пулма анать. Çу вĕçнелле хурт йĕннинчен нăрăсен пĕр пайĕ тухать. Вĕсем йывăçсем çине вырнаçса мĕн хура кĕрчченех унăн çимĕçĕпе, çулçипе тăранса пурăнаççĕ.
Сиенлĕ хурт-кăпшанкă тертлентересрен сад пахчине таса тытмалла: йывăçсене шăвармалла, вĕсен çывăхне кăпкалатмалла. Çĕре ÿкнĕ çимĕçсене кашни каç пуçтармалла, уйрăмах çĕрĕккисене. Шăнкăрч вĕллисем çакмалла. Кайăксем те пысăк пулăшу параççĕ. Вăрăм сăмса ытла нумай пулсан йывăçа теркăланă хуçалăх супăнĕ хушнă табак, ыхра е мулкач курăкĕн шывĕпе сирпĕтмелле.
Хими препарачĕпе вара асăрханса усă курмалла. Им-çампа сирпĕтсен пыл хурчĕсем йывăç çине лармаççĕ-çке, апла чечекĕсем шăркаланаймасăрах юлаççĕ. Çавăнпа Интавир, Метафос, Гардон йышши препаратпа улма-çырла йывăçĕсене чечеке лариччен пĕр эрне маларах сирпĕтмелле, кайран чечеке ларса сÿннĕ хыççăн тата хура кĕр умĕн сирпĕтмелле.
Хурт-кăпшанка çыпăçтаракан çилĕме килте те хатĕрлеме пулать. Калăпăр, хыр сăмали (10 пай), канифоль (1,2 пай), вазелин (1,5 пай) хутăштарса çыпăçакан пуличчен вĕретмелле. Е тепĕр меслет: вĕреме кĕнĕ хурăн тикĕчĕ (2 пай) çине хупах çăвĕ (репейное масло, 1 пай) ярса йăваш çулăм çинче 5 сехете яхăн вĕретеççĕ. Çилĕме чĕркем хучĕ çине сĕрсе йывăç вуллине çавăрса çыхмалла. Пĕрремĕш хут кăшăла çĕртен 35-40 см çÿллĕшĕне вырнаçтараççĕ. Кĕркунне, хурт-кăпшанкă йывăç çинчен аннă чух, каллех çилĕм сĕрнĕ хут çыпăçтармалла, ку хутĕнче малтан хунисенчен те çÿллĕрех. Хальхи вăхăтра сутлăхра хурт-кăпшанкă тытмалли тем тĕрлĕ кăшăл та (ловчие пояса) пур. Тÿрех вулă çине сĕрме сĕнекен çилĕм таранах сутаççĕ. Анчах çилĕме хăйне хальлĕн çеç сĕрме юрамасть! Çунтарать. Унашкаллине туянсан пергамент хутĕнчен тăрăх касса йывăç çине çирĕплетĕр, ун çине вара – çилĕме.