Архив - 30 Мая, 2014 - Хресчен сасси
Улмуççине хÿтĕлер
Хаçатăн иртнĕ номерĕнче улма-çырла йывăçĕсен турачĕсене вăрăм сăмсаран хÿтĕлесе ирсерен кăшт силлемелли çинчен çырнăччĕ эсир. Пирĕн улмуççисем пит çÿллĕ. Мĕнле им-çампа сирпĕтме юрать-ши? Хурт-кăпшанка тытмалли кăшăл çинчен те тĕплĕнрех пĕлесчĕ.
Валерий Иванов.
Муркаш районĕ, Çатракасси ялĕ.
Диабет чухне
Тин вĕретнĕ çур стакан шыва 1 чей кашăкĕ чухлĕ вĕтетнĕ йĕтĕн вăррине ярса çур сехете яхăн кĕтмелле. Унтан кăшт лимон сĕткенĕ хушса тĕппипех ĕçмелле. Çакна ĕçнĕ хыççăн 2 сехет иртсен ирхи апат çимелле. Кăнтăрлахи апат умĕн çур сехет маларах курăк чейĕ е кĕтмел çулçи ярса вĕретнине ĕçмелле. Каçпа – хăмла çырли е корица хушнă кĕвелĕк.
Сухан ăнмасть
Юлашки икĕ çулта сухан туса илейместĕп. Сухана тапăнакан шăна айăплă. Анчах эпĕ унран хÿтĕленсе тем те тăватăп-çке: севока малтан марганцовка шывĕнче тытатăп, кашни çулах çĕнĕ вырăна лартатăп, шăна вĕçме пуçласанах йăрансене краççын хушнă шывпа сапатăп. Тата мĕн тумалла-ши?
Светлана Матвеева.
Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ÿсен-тăрана хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Елена СОКОЛОВА хуравлать.