Диабет чухне

30 Мая, 2014

Тин вĕретнĕ çур стакан шыва 1 чей кашăкĕ чухлĕ вĕтетнĕ йĕтĕн вăррине ярса çур сехете яхăн кĕтмелле. Унтан кăшт лимон сĕткенĕ хушса тĕппипех ĕçмелле. Çакна ĕçнĕ хыççăн 2 сехет иртсен ирхи апат çимелле. Кăнтăрлахи апат умĕн çур сехет маларах курăк чейĕ е кĕтмел çулçи ярса вĕретнине ĕçмелле. Каçпа – хăмла çырли е корица хушнă кĕвелĕк. Çывăрас умĕн каллех йĕтĕн вăрри шывĕ ĕçмелле. Пуçлă сухан çимелле. Май пур таран ăна салата, яшкана хушмалла.

Çур литр коньяк çине теркăланă 1 кг чĕрĕ хăяр ямалла, 3-5 кунлăха тĕттĕм вырăна лартмалла, хушăран силлесе илмелле. Сăрăхтармалла, кунне 3 хут пĕрер кашăк ĕçмелле.

Лимона (хуппипе) тата ыхрана аш арманĕпе авăртмалла, пылпа хутăштармалла. 1 эрне тăрăлтарса лартмалла. Кунне 1 хут 4 чей кашăкĕ чухлĕ ĕçмелле.

Тин вĕретнĕ 1 стакан шыва 1 чей кашăкĕ чухлĕ вĕтетнĕ кукша пуç (одуванчик) тымарĕ ярса 20 минут кĕтмелле, сăрăхтармалла, кунне 3-4 хут, 1Ĕ4 стаканшар ĕçмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.