Archive - Чăваш хĕрарăмĕ

март 7th, 2015

7 Пуш, 2015

Хурма

Хурма латин чĕлхинчен "чĕре панулмийĕ" тесе куçать. Унăн тăван çĕршывĕ Китай шутланать. Паян ăна Арменире, Азербайджанра, Грузире, Грецире, Киргизире, Турцире, Крымра, Австралире тата ытти çĕршывра ÿстереççĕ.

Хĕрлĕ-сарă тĕслĕскер паха витĕмлĕ. Унра йÿçек сахалран вăл вар-хырăм ĕçне сиен кÿмесĕр йĕркене кĕртет. Пĕверпе пÿре чирĕсене сиплеме те пулăшать. Бактерисемпе кĕрешес пахалăхĕ пуртан пыршăри тĕрлĕ инфекцие те пĕтерет.

февраль 28th

28 Нарăс, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 7 /877/ 28.02.2015

- Паян хĕрсемшĕн аслă пĕлÿ илесси çемье çавăрассинчен пĕлтерĕшлĕрех .

- Кĕмĕл çакса çÿренĕ халăх çăпата сырнă-и вара?

- Юн пусăмне тĕрĕслесе тăни вилĕмрен çăлма пултарать.

- Патăрьел район арçынни вăрçа хатĕрленнĕ тейĕн...

- Шăл çухатнă та... купăс тупнă.

28 Нарăс, 2015

Пĕрремĕш те - кумаляклă мар!

“Телей - виçĕ ывăл ашшĕ пуласси”, - республикăри Хĕрарăмсен канашĕн Шупашкарти уйрăмĕ çулсерен ирттерекен конкурса Сергей Михайлов çакăн пек девизпа хутшăннă. /Сăмах май, асăннă конкурса йĕркелемешкĕн хула администрацийĕ пулăшать/.

28 Нарăс, 2015

Кĕмĕл çакса çÿренĕ халăх çăпата сырнă-и вара?

Икĕ çул каялла Чăвашсен обществăпа культура центрĕ çумĕнче "Тарават" ансамбль йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ пулма та ĕлкĕрнĕ вăл.

28 Нарăс, 2015

Камăн пилĕкĕ çинçерех?

Юлашки вăхăтра кахал çын кăна укçа çинчен калаçмасть пулĕ. Хаксем ÿссе кайни, шалу вара вырăнтан та тапранманни çынсен сехрисене хăпартать. Ара, ЖКХ тăкакĕсене саплаштарасси те, апат-çимĕç тата ытти тавар хакĕ те ĕрĕхсех кайрĕç вĕт. Хăть тĕрлĕ учреждение кĕр паян, хăть пасарта хăлха тăратса çÿре - пурин те чĕлхе çинче пĕр сăмах кăна: укçа... Завод-фабрикăра пилĕк авакана та çак ыйтăвах хумхантарни паллă, анчах унта вăшт-вашт кĕрсе рабочисем мĕн çинчен калаçнине итлемелли çук - çавă кăна...

28 Нарăс, 2015

Элĕксене юрлаттарать, Тавăтсене ташлаттарать...

Ялти пĕрремĕш каччă... Çапла каласан кама мĕн аса килет-тĕр, ман куç умне темшĕн тÿрех купăсçă тухса тăрать. Акă купăсне мĕнле ярса илет вăл, пÿрнисем инструмент тÿмисене пуснă майăн пĕр хаваслă, пĕр хурлăхлă кĕвĕ сарăлать таврара. Юрлас та, ташлас та килет. Пур çамрăк ун тавра пухăннă.

28 Нарăс, 2015

Телейлĕ çемье йĕркелеме шкултах вĕрентĕç

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн 2014 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчи Хушăвне пурнăçлассине тĕпе хурса юнкун республикăри вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшакансен канашлăвĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ - Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ.

28 Нарăс, 2015

Сывă тилĕ яла пымасть

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн эксперчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, уртаракан чиртен çулсерен тĕнчере 55 пин çын пурнăçран уйрăлать. Вăтамран кашни 10 минутра - пĕр çын. Çак амака 167 çĕршывра шута илнĕ.

Раççейре кăрлач уйăхĕнче кăна çак чирпе аптăранă 204 тĕслĕхе шута илнĕ. Чи нумаййи - кÿршĕллĕ Тутарстанра. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн регионта чĕрчунсем çынсене çыртнă 3201 тĕслĕх пулнă, тискер чĕрчунсем - 64.

28 Нарăс, 2015

Укçа шута юратать

2014 çулта чăваш полицейскийĕсем коррупципе çыхăннă 500-е яхăн преступление тупса палăртнă, 100 ытла çынна уголовлă яваплăх тыттарнă. Ку тата ытти цифрăсемпе журналистсене ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцие хирĕç ĕçлекен управленийĕн ертÿçи Андрей Семенов паллаштарнă.

28 Нарăс, 2015

Кашнин чĕринче йĕр хăвартăр уяв

Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине хатĕрленсе уявлас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ.

Чи малтан Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине уявлас умĕн экстремистла тата террорла ĕçсем пуласран ведомствăсен хушшинчи çыхăнăва йĕркелес ыйтăва пăхса тухрĕç. Çавна май ют çĕршывран вĕренме килнĕ студентсемпе профилактика ĕçĕсем ирттерме тытăннă та ĕнтĕ. Çĕнтерÿ уявĕ умĕн хулари паллăрах вырăнсене видеосăнав вырнаçтарĕç.

Pages