Камăн пилĕкĕ çинçерех?
Юлашки вăхăтра кахал çын кăна укçа çинчен калаçмасть пулĕ. Хаксем ÿссе кайни, шалу вара вырăнтан та тапранманни çынсен сехрисене хăпартать. Ара, ЖКХ тăкакĕсене саплаштарасси те, апат-çимĕç тата ытти тавар хакĕ те ĕрĕхсех кайрĕç вĕт. Хăть тĕрлĕ учреждение кĕр паян, хăть пасарта хăлха тăратса çÿре - пурин те чĕлхе çинче пĕр сăмах кăна: укçа... Завод-фабрикăра пилĕк авакана та çак ыйтăвах хумхантарни паллă, анчах унта вăшт-вашт кĕрсе рабочисем мĕн çинчен калаçнине итлемелли çук - çавă кăна... Çапах та каçхине ĕç хыççăн киле таврăнсан кухньăри пухура çак ыйтăвах çĕкленет - мĕнле пурăнмалла капла? “Çÿлтисем” чăтма, пилĕксене çирĕпрех çыхмашкăн сĕнеççĕ-ха та... Вĕсен шалăвĕпе çапла тума пулать-тĕр, анчах кашни пусне тăкакличчен капла та çиччĕ шутлама хăнăхнă халăхăн...
Çак кунсенче вара Интернетра кăсăклă хыпар сарăлчĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем лару-тăрăва - хура халăха тесе вула - питех те аван ăнланнине пĕлтернĕ. Çавăнпах вĕсем хăйсен ирĕкĕпех шалăвĕсене 10% таран чакарма сĕнеççĕ. Сĕнÿпе тухаканĕ - парламентарисен ертÿçи Сергей Нарышкин. ЛДПР яланхи пекех - малтисен ретĕнче. Вĕсен партийĕнчен суйланнă депутатсем укçашăн ĕçлеменнине палăртаççĕ вĕсем. Çавăнпа та ертÿçĕ сĕннĕ пек 10% мар... 11 таранах чакарма та хирĕç мар вĕсем. Çын кĕсйинчи укçа-тенке шутлама хăнăхнисем çак сĕнĕве Раççей Президенчĕ йышăнсан, парламентарисен шалу шайне ятарлă хушупа вăл палăртать-çке, çĕршыв хысни 200 миллион тенке яхăн перекетлессе палăртса та хунă. Чăн та, патшалăх ертÿçин пресс-секретарĕ Дмитрий Песков палăртнă тăрăх, Владимир Путин ку сĕнÿ пирки илтнĕ, анчах та хальлĕхе нимĕнле йышăну та туман-ха.
Çакă кăсăклă. ЛДПР тÿрех темăна ярса илнĕ, ытти партисем вара мĕн шухăшлаççĕ-ши кун пирки? “Единая Россия”, сăмахран, кашни депутатпа уйрăммăн сÿтсе явмаллине палăртнă. “Справедливая Россия” вара ун-кун çаврăнкаласа пăхма сĕннĕ - ара, министрсем те вĕсенчен сахал илмеççĕ, апла тăк мĕншĕн саккун кăларакансенне кăна касмалла, ĕç тăвакан органсем те вĕсенчен ан юлччăр ку енĕпе. КПРФ, паллах, вилĕмсĕр ертÿçинех цитатăланă. Калăпăр, Ленин хăй вăхăтĕнчех чиновник шалăвĕ квалификациллĕ рабочийĕннинчен пысăкрах пулмалла маррине палăртнă. /Хм-м... Паян уйăхне 500 пин тенке яхăн илекен рабочи те пур-ши вара?../ Хĕрарăма яланах çитмест теççĕ те, ку тĕслĕхре те çак сăмахсен тĕрĕслĕхĕ курăнать. Хĕрарăм депутатсенчен пĕри çак сĕнĕве шарт та мар хирĕçленĕ. Ара, вĕсем те чĕрĕ çынсем вĕт. Кашни депутатăнах çемйи пур, унсăр пуçне, хайхи хĕрарăма ĕненес тĕк, кашнийĕнех 5-6-шар ача. Ку çитмен, чирлеççĕ тата вĕсем. Тăванĕсем те сывах мар... Паян вара тÿлевсĕр медицина пирки манма тивни никамшăн та вăрттăнлăх мар... Ку та юрĕччĕ-ха, тăваншăн хăв выçса вил те - çири кĕпÿне хывса пар. Депутатсен регионсене тăтăшах тухса çÿреме тивет вĕт. Пирĕн халăх вара яланах нăйкăшма хăнăхнă. Пĕрин çурт тумалла, теприн ачине вĕрентмелле. Ирĕксĕрех хăвăн кĕсйÿнтен 5 пин тенкĕ те пулин кăларса хума тивет... /Вăт ача, капла хайхи шалуран чăнах та нимĕн те тăрса юлмасть пулĕ.../
Кашнин чунне капла та ыраттаракан ыйтăва хускатнăшăн вулаканăм, тен, кăмăлсăрланать те. Ара, Мускав унта, хамăр кунта. Хайхи депутатсем халăхран ытла та уйрăм планетăра пурăнни вĕчĕрхентерет-çке. Калăн, ахаль çын ача çуратмасть, унăн пепки те, тăванĕ те чирлемест. Е пире валли больницăра çăмăллатнă хаксем пур-ши? Тен, эпир çакна пĕлместпĕр кăна...
Çук, паллах, пĕр патшалăхра пурăнатпăр, апла тăк йĕрки те, хакĕ те пуриншĕн пĕр пек пулмалла. Çак пĕр пеклĕхе кăна кашни хăйне май ăнланать. Рабочи 5 пин тенкĕ илнĕ чух унăн шалăвне тивĕçлĕ шая çĕклеймен пуçлăх мĕншĕн 500 пин илнине çеç ниепле те ăнланма пултараймастăп. Пур çĕрте те çакăн пек ÿкерчĕкех вĕт-ха паян. Рабочи ĕçлет, план тулать, продукци сутăнать - шалăва вара пуçлăх илет. Ну, пачах выçса вилесрен кăштах ăна та, станок умĕнчех татăлса анасран, тÿлет. Пасар çакăн пек экономики пирки ĕмĕтленнĕ-и-ха эпир? Хамăр вара шкулта вĕреннĕ чух Анăçа “çĕрĕк капитализмĕшĕн” тиркеттĕмĕр.
Çапах та сăмахăма ытла пусăрăнчăк вĕçлем мар-ха. Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçекенччĕ. Раççей парламенчĕн сĕнĕвĕ ыттисене те килĕшсен, тен, пирĕннисем те аппетитсене чакарас тĕллев тытĕç? Пирĕн пилĕксене мар, хăйсенне сарлака чĕн пиçиххипе туртса лартĕç? Тем пекехчĕ çав, тем пекехчĕ...
Сăмах май, Владимир Путин хăйĕн администрацийĕн ĕçченĕсен шалăвне 10: чакарма йышăннă.