Archive - 2017 - Чăваш хĕрарăмĕ

мая 22nd

22 Çу, 2017

"Чăваш хĕрарăмĕ", 19 (992) №, 22.05.2017

22 Çу, 2017

Кĕвĕ тĕнчинчи чăваш хĕрĕ

С. Рахманинов пултарулăхĕпе паян тĕнче савăнать тесен те йăнăш мар — классика нихăçан та модăран тухмасть. Анчах та музыка çак генине те хăй вăхăтĕнче шалкăм çапнине ас тăвакан пур-и? Пултарулăх шалкăмĕ... 24 çулти композитор пĕр самантра çырайми-ĕçлейми пулса ларнă. Нимĕн патне алă пымасть, хавхалану çук, нотăсем пĕр рете, пĕр тĕвве ним тусан та пуçтарăнмаççĕ... Мĕн тумалла?

22 Çу, 2017

Хĕрсем мана качча парасшăн

— Сана часрах качча парас пулать.

— Мĕншĕн?

— Ытла та телейлĕ курăнатăн...

/Кулăш/.

Тус-тантăшăм хушшинче те, ĕçтешсен йышĕнче те качча кайманни эпĕ çеç юлтăм ĕнтĕ. Çук-ха, куншăн кулянмастăп. Вăт хĕртен арăм пулса ĕлкĕрнисем мана ăмсаннине сисетĕп вара. Ахальтен мар часрах качча парассишĕн çунаççĕ.

22 Çу, 2017

Пурнăç хуçисем

Муркаш районĕнчи Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем çурт çĕклеме ÿркенмеççĕ. Çамрăксем тăрăшнипе çĕнĕ урамсем йĕркеленеççĕ. Çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» умлă-хыçлă килни те савăнтарать ял-йыша.

Çул хĕрринчех арçынсем мунча пури пуралаççĕ. Иртен-çÿрене хыр шăрши  илĕртет. Инçех мар хăма çурса савалаççĕ. Ĕç тĕлне пĕлекенсем вăхăта ахаль ирттерменни куç кĕрет.

22 Çу, 2017

Шанчăклă тĕпкĕч

Муркаш районĕнчи Милютакассинчи Владимир Хлебниковăн кил картинче ăратлă автан мăнаçлăн саркаланать. Килти чăхсем ун тавра юрласа кăна çÿреççĕ. Вăл вара юттисене çавăрма та май тупать. Хуçи калашле, унран кÿршĕсен чăх-чĕпĕ те юласшăн мар.

22 Çу, 2017

Ырă йывăçăн çимĕçĕ паха

Красноармейскинчи Борисовсем райцентрăн хĕвел анăç енче çĕкленнĕ Çĕнĕ урамра, хăйсен вăйĕпе çĕклесе лартнă çуртра 17 çула яхăн пурăнаççĕ. Кил хуçи Геннадий Николаевич газ тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, мăшăрĕ Ирина Васильевна ачасене вĕрентес тата воспитани парас енĕпе тăрăшнă. Халăхра çÿпçипе хупăлчи теççĕ çакăн йышши мăшăр пирки. Эпĕ кил хуçи хĕрарăмĕпе калаçу пуçартăм. Темĕн те пĕлекен, сăмах патне кивçене кайман хĕрарăмпа хутшăнма та кăсăклă.

мая 15th

15 Çу, 2017

"Чăваш хĕрарăмĕ", 18 (991) №, 13.05.2017

15 Çу, 2017

Малтанхи упăшка ытамĕнче

Аслă шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра пулас упăшкапа пĕр общежитире пурăнтăмăр. Ытти студент пекех выçăллă-тутăллă çÿрекенскерне шеллесе яшка антарса параттăм. Анне кукăльне те касса çитереттĕм ăна. Уявсенче Атăл хĕрринче уçăлса çÿрени те çывăхлатрĕ иксĕмĕре. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне пĕр пÿлĕме куçнăччĕ ĕнтĕ эпир. Алла диплом илсенех тăвансем çине тăнипе мăшăрлантăмăр. Часах йыш хушăнчĕ, çут тĕнчене ывăл килчĕ.

15 Çу, 2017

Йăхташăмăр - Раççей футболисчĕсен йышĕнче

Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Тутарстанра мечĕк турнирĕсем пуçланнă. Нурлат районĕнчи Якуркелĕнче П. Михеев ячĕллĕ футбол ăмăртăвĕ иртнĕ. Çавнашкалах Пăва районĕнчи Тăхăрьялсем Хирти Кушкăсемпе тĕл пулнă. Йăхташăмăрсем йĕркеленĕ «ЧНКА» футбол команди Хусанти «Дубравăпа» вăй виçнĕ. Чăвашсем 2:1 шутпа мала тухнине палăртма уйрăмах кăмăллă.

Pages