Комментари хушас

15 Çу, 2017

Йăхташăмăр - Раççей футболисчĕсен йышĕнче

Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Тутарстанра мечĕк турнирĕсем пуçланнă. Нурлат районĕнчи Якуркелĕнче П. Михеев ячĕллĕ футбол ăмăртăвĕ иртнĕ. Çавнашкалах Пăва районĕнчи Тăхăрьялсем Хирти Кушкăсемпе тĕл пулнă. Йăхташăмăрсем йĕркеленĕ «ЧНКА» футбол команди Хусанти «Дубравăпа» вăй виçнĕ. Чăвашсем 2:1 шутпа мала тухнине палăртма уйрăмах кăмăллă.

Халăхсен хушшинчи футбол турнирĕнчен Дмитрий Губанов çĕнтерÿпе таврăннă. Ăна, çамрăксен «Рубин» ушкăнĕнче вылянăскерне, Раççей пĕрлештернĕ командине чĕнсе илнĕ. Slovakia Cup турнирта хăйне кăтартма пултарнă вăл. Вун саккăрти йĕкĕт çак йыша кĕнĕренпе Раççей футболичĕсем Турци, Чехи, Америка командисене çĕнтернĕ.

Губановсен йышлă çемйи ылтăн медальлĕ чăваш спортсменне Хусан аэропортĕнче ялавсемпе, хăмпăсемпе кĕтсе илнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.