Пурнăç хуçисем

Муркаш районĕнчи Ярапайкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем çурт çĕклеме ÿркенмеççĕ. Çамрăксем тăрăшнипе çĕнĕ урамсем йĕркеленеççĕ. Çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» умлă-хыçлă килни те савăнтарать ял-йыша.

Çул хĕрринчех арçынсем мунча пури пуралаççĕ. Иртен-çÿрене хыр шăрши  илĕртет. Инçех мар хăма çурса савалаççĕ. Ĕç тĕлне пĕлекенсем вăхăта ахаль ирттерменни куç кĕрет.

Ку таврашра пушă выртакан çĕр çук. Милютакассинчи Бориспа Раиса Пайковсен виçĕ ывăлĕ те, тĕслĕхрен, яла юлнă. «Çак çĕр çинче йăх-несĕлĕм тар юхтарнă. Халĕ пирĕн вĕсен вырăнне ĕçлеме вăхăт çитрĕ. Эпир мар тăк кам хире тухĕ?» — теççĕ пĕр тăвансем. Сăмахĕ — татăклă, ĕçĕ курăмлă вĕсен.

Асли Григорий иртенпех хирте тракторпа сухалать. Ун хыççăнхи Дмитрий КамАЗ тапратса солярка патне вĕçтерчĕ. Маларах вĕсем амăшĕпе иккĕшĕ хирти купăста калчисене пăхса çаврăннă. Малалла вулас...

 

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.