Станок умĕнче - кÿме çинчи сусăрсем

15 Çу, 2017

Чăваш Енре вăйпитти ÿсĕмри инвалидсенчен кашни иккĕмĕшне çитес виçĕ çулта ĕçпе тивĕçтерме палăртнă. 2017 çул вĕçленнĕ тĕле вĕсенчен кашни виççĕмĕшĕ вăй хума тытăнĕ.

Çакăн пирки ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев «Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртсе пыни çинчен» ыйтупа республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен директорĕсемпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне регионта хевтесĕр 86 пин çын шутланать, вĕсенчен 27 пинĕшĕ — вăйпитти ÿсĕмрисем. Тĕрĕссипе, 5,5 пин инвалид е кашни пиллĕкмĕшĕ кăна производствăна хутшăнать.

Республикăра сусăрсене ĕçе вырнаçтарассине тивĕçлипе тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсем валли вакансисен ятарлă банкне йĕркеленĕ, кăçалхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче унта 350 ытларах ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтернĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.