Эх

22 Çу, 2017

Хĕрсем мана качча парасшăн

— Сана часрах качча парас пулать.

— Мĕншĕн?

— Ытла та телейлĕ курăнатăн...

/Кулăш/.

Тус-тантăшăм хушшинче те, ĕçтешсен йышĕнче те качча кайманни эпĕ çеç юлтăм ĕнтĕ. Çук-ха, куншăн кулянмастăп. Вăт хĕртен арăм пулса ĕлкĕрнисем мана ăмсаннине сисетĕп вара. Ахальтен мар часрах качча парассишĕн çунаççĕ.

23 Кăрлач, 2016

Килĕштерчĕ пулас...

«Ку пурнăçра тата мĕн курăп-ши?» - тусăмăн телефон кĕпçинчен илтĕнсе кайнă уçă сасси ирех вăратрĕ. «Час хам кăтартап мĕн курманнине!» - вăрçăнмасăр чăтайăн-и? 6 сехет те çитмен вĕт.

Тусăм темиçе çул пĕччен пурăнать. Упăшкипе уйрăлнă хыççăн йĕркеллĕ арçынсенех таçта çити хăваласа ярать. «Пĕрне те шанма çук, пурте пĕр шуйттан», - эх, пуçланчĕ вара этемлĕхĕн вăйлă пайне «ырласси». Ăçтан тульккăш сăмаххисене тупать?