Килĕштерчĕ пулас...

«Ку пурнăçра тата мĕн курăп-ши?» - тусăмăн телефон кĕпçинчен илтĕнсе кайнă уçă сасси ирех вăратрĕ. «Час хам кăтартап мĕн курманнине!» - вăрçăнмасăр чăтайăн-и? 6 сехет те çитмен вĕт.

Тусăм темиçе çул пĕччен пурăнать. Упăшкипе уйрăлнă хыççăн йĕркеллĕ арçынсенех таçта çити хăваласа ярать. «Пĕрне те шанма çук, пурте пĕр шуйттан», - эх, пуçланчĕ вара этемлĕхĕн вăйлă пайне «ырласси». Ăçтан тульккăш сăмаххисене тупать?

Чăн калатăп, ăна итленĕ май нумаях пулмасть хăлхана кĕнĕ халап халап та мар пек туйăнма пуçларĕ. Тĕрĕссипе, чăваш хĕрарăмĕсем тахçан авал амазонкăсем пулнă пирки вунă çул каяллах ăслă пĕр çын калаçу пуçарнăччĕ. Эпĕ ĕнтĕ ăна кăсăклансах итлерĕм. Анчах ку ахаль сÿпĕлтетÿ тесе çынна каласа аванмарланас темерĕм. Ара, тĕпчевçĕсем те, çыравçăсем те чăваш пикисен сăпайлăхне пуç çĕрте те палăртаççĕ. Кукамай-асанне йăвашлăхĕ аманзонкăсен харсăрлăхĕпе ниепле те çыхăнмасть-çке.

Анчах та тусăм арçынсене епле сăмахсемпе вăрçнине илтес тĕк - вăл амазонкăсен тăсăмĕ тейĕр хăвăр та. Мĕн чухлĕ курайманлăх! Арçынсене курайманни - харсăр çав пикесене аса илтерекен пĕр самант тейĕпĕр. Тепĕр самант та пур-ха: тусăм ачаллă пуласшăн. Тĕрĕсрех, çие хăварма кăна арçын кирлĕ ăна. Çавăнпа кăна арçынсене «чăткалать». Ку та пулин хушăран çеç пулкалать.

Вăт çав амазонка тăхăмĕ çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче /совеçне ăçта чикнĕ-ши тульккăш?/ ир-ирех шăнкăравлать. Пуçра ахаль те чан çапаççĕ, вăл çитменнине улатакка пек таклаттарать, э, çук, урса кайнă чĕрчун пек танлаттарать.

- Пĕлетĕн-и, мĕн парнелерĕ мана? - çăвар уçма вăй çук, вăл тата ыйтусем парса нушалантарать вĕт.

- Кала ĕнтĕ тата, - хама алла илсе лăпкăнрах калаçма тăрăшатăп-ха.

- Курупкана уçрăм та - чĕлхене çăтса ятăм пуль терĕм, пĕр сăмах калаймастăп...

«Шăп паян мĕншĕн ирĕке янă-ха çак хĕрарăм хăйĕн вăрăм чĕлхине», - тарăхтарсах пырать вăл мана. «Ара, парнеленĕ лашан çăварне пăхмаççĕ», - тесе каламаççĕ-и-ха халăхра?»

- Эпĕ çав тери тĕлĕннине тата кăмăлсăррине кăна мар, урса кайнине ман интеллигент тÿрех ăнланчĕ. Йăл кулли тÿрех çухалчĕ. Алли шăлавар патне туртăнать. «Эпĕ командировкăна кайсан сан тунсăха сирме туянтăм. Урăххисем çинчен шухăш та ан пултăр терĕм-çке, - мăкăртатать хăй шăлаварне тăхăннă май. - Пĕлместĕн-ха, мĕнле аван мар пулчĕ мана сутуçăсен умĕнче. Хамăн вăтаннипе тар юхать çурăм тăрăх. Хамăн пысăкăшшине ыйтрăм-ха та. Вĕсем: «Шăлавар витĕр виçине пĕлме çук», - теççĕ. Эпĕ, мĕн, виçнĕ-им?..»

Эх, кĕрслеттерес килчĕ çав япалапа çамкинчен. Мĕнле пуçпа шухăшласа илнĕ-ха вăл ăна çав хакпа? Мĕн тумалла халь ман унпа? Мăйăр катма юрăхлă, анчах шăлсем сахалланса юлчĕç. Пĕр вĕçĕ - батарейăсем чикмелли енĕ - аванах хытă материалтан. Интеллигенчĕ ман: «Халĕ модăра вăл...» - тет-ха тата. Калап-иç, арçынсем юлман халь, йăла-йĕркери йывăрлăхсене тахçанах тиенĕ-ха хĕрарăм çине. Ар хăвачĕ ан чактăр тетпĕр-ши? Киле килсенех диван çине йăтăнса аннипе тахçанах çырлахнă хĕрарăмсем. «Çук, чиперуксем, - тес килет ман пурте илтмелле. - Юлман вĕсен вăл та. Çын хăй аллипе хайланă ар хатĕрĕ ахальтен кĕмен ĕнтĕ модăна!» Арçынсем хăйсен ар вăйсăрлăхне çапла майпа пытарасшăн ĕнтĕ. Пире вара «модăра», «киленÿ пĕр меслечĕ» тата ытти халаппа тăрантараççĕ. Кала, мĕн тăвас халь ман çак искусственнăй ар хатĕрĕпе? Вăкăра хĕрлĕ татăкпа тарăхтарнă пекех вĕчĕрхентерет вăл мана. Пĕрех хут илсе парасчĕ мана пĕр чаплă çатма, хăйнех çĕр улми ăшаласа çитерĕттĕм вĕт. Тен, мăлатук вырăнне усă курмалла? Килте унсăрăн пăта çапса паракан та, мăлатук та çук. Кÿршĕ арçынĕ илсе кайрĕ те тавăрса памарĕ-ха. Куратăн-и, çакăнта та яваплăх туйăмĕ пĕр чĕптĕм те çук-ха та вĕсен. Тепĕр таварпа улăштарма та пулмасть пулĕ ĕнтĕ, кунашкал япалана каялла та илмеççĕ вĕт...

- Мĕн тумалла та мĕн тумалла тетĕн, - куçа мăчлаттара-мăчлаттара аран сăмах хушрăм. - Курупкине тепĕр хут тимлĕрех пăх. Хут татки пулмалла унта, «Инструкци» тесе çырнă. Вула тепĕр хут тĕплĕнрех. Инструкцире вĕрентнĕ пек усă кур!

Пĕлместĕп, те халь те вулать, те усă курма вĕренет. Тен, çав «процесс» килĕшсе кайнă - кивĕ Çĕнĕ çула çитрĕ, çаплах шăнкăравламасть-ха тусăм.

Н. Маринова.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.