Шанчăклă тĕпкĕч

22 Çу, 2017

Муркаш районĕнчи Милютакассинчи Владимир Хлебниковăн кил картинче ăратлă автан мăнаçлăн саркаланать. Килти чăхсем ун тавра юрласа кăна çÿреççĕ. Вăл вара юттисене çавăрма та май тупать. Хуçи калашле, унран кÿршĕсен чăх-чĕпĕ те юласшăн мар.

Владимир Леонидович вара çаплипех пĕччен. Мĕншĕн çемье çавăрман вăл — çакна хăй кăна пĕлет. Тен, шăпа пÿрнине тĕл пулайман? 48 çула çитнĕскерпе ял-йыш та, тăванĕсем те пĕрре мар калаçнă ĕнтĕ çакăн тавра. «Вăхăт иртнине пăхмасăрах хама çамрăк туятăп», — айккинелле пăрасшăн вăл сăмаха.

Милютакасси каччи почта тытăмĕнче тăрăшать. Ăна темиçе хут ял депутатне суйланă. Вăл çине тăнипе урам хушшине асфальт çул кĕнĕ. Ял халăхне ĕçе явăçтарма хăнăхнă йĕркене юратаканскер. Ăна шанаççĕ, итлеççĕ, пулăшаççĕ.

Леонид Николаевичпа Агния Филипповна сакăр тĕпренчĕкне кун çути кăтартнă. Владимир çак тĕнчене çиччĕмĕш килнĕ. Вăл тĕп киле пăхса-çĕнетсе тăрать. Унăн пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем тивĕçлĕ канăва тухма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Йăмăкĕ те хăйĕн çулне тупнă.

Ывăлĕ ашшĕ-амăшне ăшшăн аса илет. Иккĕшĕ те пурнăçăн вăрăм çулĕпе утса тухнă. Ачи-пăчине ĕмĕр тăршшĕпе пуçтарнă пурлăха упрама, пĕр-пĕрне пулăшма хушса хăварнă.

«Унăн килĕнче çÿп-çап та ÿксе юлмĕ», — теççĕ çынсем Владимир Хлебников тирпейлĕ пурăннине пĕлсе. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.