Archive - 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

апреля 12th

12 Ака, 2014

Чечек çыххи вырăнне - пĕр хутаç какай

Вăл манăн телефон номерне ăçтан тупнине паянхи кун та пĕлместĕп. Ыйтсан каласшăнах пулмарĕ. Пĕррехинче палламан арçын тĕл пулăва... Шупашкар пасарне чĕнчĕ. Юрĕ, ялтан килнĕскере айăплар мар. «Тен, тинех Турă çырнине тупатăн, кай, кай», - хистерĕç кÿршĕсем эпĕ турткаланса тăнине курсан. Мĕнех, мăйăр илмелле тухса утрăм чĕннĕ çĕре. Шăмат кунпа вырсарни кун пасарта халăх енчен енне кумать кăна. Кунта паллакан çынна та шыраса тупаймăн. Хайхискер машинăпа иккен. Номерне каласан тÿрех асăрхарăм.

апреля 5th

5 Ака, 2014

Собрание законодательства Чувашской Республики. №12, ч.1 - 2013 от 5 апреля 2014

5 Ака, 2014

Вăйăран - вăкăр, шÿтрен... ача çуралать

Чикансем пуласлăха калама пĕлеççĕ теççĕ. Иккĕленетпĕр-ха та, анчах та пĕтĕм тĕнче çапла çирĕплетнине кура килĕшĕпĕр çак шухăшпа. Анчах та чăваш хĕрарăмĕ те вĕсенчен ку енĕпе пĕрре те кая маррине пĕлетĕр-и-ха? Ан та иккĕленĕр: эпир каланă пулсан - пулать.

5 Ака, 2014

“Чăваш хĕрарăмĕ” тĕрĕк тĕнчине çул хыврĕ

Юратнă вулаканăм! “Чăваш хĕрарăмĕн” географийĕ татах та анлăланнине пĕлтерме хыпаланатпăр. Пире Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕпех вулани никамшăн та вăрттăнлăх мар-ха. Йăхташăмăрсем республика тулашĕнче йышлăн пурăнакан вырăнсенче “Чăваш хĕрарăмне” çырăнса илесси тахçанах ырă йăлана çаврăннă.

5 Ака, 2014

Чăваш сăмахне тĕрĕк тĕнчи умĕнче кĕрлеттернĕ

Çак кунсенче Турцири Эскишехир хулинче Тĕрĕк журналисчĕсен пухăвĕ иртнине хамăрăн вулакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Пĕр тăван халăхсен аталанăвĕн нумай ыйтăвне пăхса тухнă унта. Пĕлтерĕшлĕ çак саманта нумай та мар, сахал та мар - пĕр эрне сÿтсе явнă.

5 Ака, 2014

Пепке темрен те хăрасан

«Манăн ача 3 çулччен калаçман. Эпир те, тухтăрсем те вăл пĕрремĕш сăмах каласса кĕтеттĕмĕр. Чуна уçăмсăрлăх кăшлатчĕ. Çавăнпах тĕпренчĕке Шупашкара психиатр патне илсе килтĕм. Шăпах вăл пепке аутизмпа аптăранине палăртрĕ. Ун чухне психолог пулăшăвĕ хама та кирлĕччĕ. Малтанах пепкем амăшне юратнине те кăтартман. Пĕчĕкскер темрен те хăратчĕ. Тĕпсĕрлĕх авăрне лекнĕн туйăннăччĕ. Кайран сипленме пуçларăмăр. Халĕ вăл çывăх çыннисене хаклама пуçларĕ, сăлтавсăр тапăнма пăрахрĕ.

5 Ака, 2014

«Аннÿ мар-çке, асаннÿ...»

Пирĕн хаçат тата республикăри Хĕрарăмсен канашĕ, Ашшĕсен канашĕ пĕрле ирттерекен «Нумай ачаллă ашшĕ» конкурса хутшăнма тивĕçлĕ тепĕр арçын - Шупашкар районĕнчи Юртукасси ялĕнче пурăнакан Николай Александров. Вăл - Кÿкеçри 41-мĕш пушар чаçĕн ертÿçин çумĕ. «Мĕнле вăхăт тупмалла-ши? Паян вĕренÿре эпĕ, ыран - ĕçре...» - хуравларĕ вăл тĕл пулма ыйтсан. Çапла вара эпĕ... дежурствăна тухрăм.

Пирчемен суран

5 Ака, 2014

Мĕнлерех вăл, паянхи ар?

Статистиксем Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса Чăваш Енĕн вăтам арçыннин сăнне уçăмлатнă.

Тÿрех палăртмалла, пирĕн республикăри арсем хăйсемпе интереслентерме пултараççĕ: кашни 1000-шĕ пуçне 1148 хĕрарăм тивет. Вĕсен йышĕ 579 пинпе е халăхăн 47 проценчĕпе танлашать. Пысăк пайĕ /58 процент/ - хула çынни, чи йышли - вăй питти ÿсĕмрисем /390 пинĕн е 67 процент/, чи сахалли - ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмĕнчен аслăраххисем, унашкаллисем 78 пинĕн /14 процент/.

5 Ака, 2014

Осман çĕрĕнче

Тĕрĕк чĕлхеллĕ патшалăхсен ертÿçисен саммичĕ йышăннипе 2010 çултанпа “Тĕрĕк тĕнчин культура тĕп хулине” палăртасси йăлана кĕнĕ. 2012 çулта чыслă çак ята Астана тивĕçнĕ. Пĕлтĕр вара культура эстафети Турцири Эскишехир хулине куçнă.

Pages