- Чăвашла верси
- Русская версия
Чечек çыххи вырăнне - пĕр хутаç какай
Вăл манăн телефон номерне ăçтан тупнине паянхи кун та пĕлместĕп. Ыйтсан каласшăнах пулмарĕ. Пĕррехинче палламан арçын тĕл пулăва... Шупашкар пасарне чĕнчĕ. Юрĕ, ялтан килнĕскере айăплар мар. «Тен, тинех Турă çырнине тупатăн, кай, кай», - хистерĕç кÿршĕсем эпĕ турткаланса тăнине курсан. Мĕнех, мăйăр илмелле тухса утрăм чĕннĕ çĕре. Шăмат кунпа вырсарни кун пасарта халăх енчен енне кумать кăна. Кунта паллакан çынна та шыраса тупаймăн. Хайхискер машинăпа иккен. Номерне каласан тÿрех асăрхарăм.
Паллах, пĕрре курсах килĕшмерĕ вăл мана. Тем тесен те чи малтан сăнне пăхатпăр çав эпир. Типшĕм, пĕчĕк. Пĕркеленчĕк нумай пулнăран çамрăках та курăнмасть. Сасси те хĕрарăмăнни пек çинçе. Хăй 15 çул ĕнтĕ тĕрлĕ районтан Шупашкара какай турттаратăп тет. Леня ятлă-мĕн. Мăшăрĕ пĕрмай кĕвĕçнĕрен çемьерен тухса кайнă. Ним çукран теприн çумне хушать-ши арăмĕ? Укçине те мăшăрне шутламасăрах тыттарнă. Арăмне апла та юрама çук имĕш. Мăрăлтатни, сăлтавсăр харкашни тарăхтарсах çитернĕ арçынна. Паллах, пĕр сăмахне те ĕненмерĕм. Мана куç илмесĕр сăнаканра ясар арçынна кăна куртăм.
Леня тăрук манпа пурăнма хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Эпĕ ăна питĕ килĕшетĕп иккен. Малтанлăха тĕп хуламăрта хваттер тара тытас шухăшлă. Арăмĕ хула çумĕнчи ялта икĕ ывăлĕпе пурăнать. Унпа уйрăлман вăл. Манпа паллашиччен пĕринпе, тепринпе пурнăç тума пикенсе пăхнă. Улталаннă, хĕрарăмĕсем урăххипе улăштарнă. Сăмах çине сăмах. Чĕнмесĕр ларма аван мар. Пĕрремĕш хут куракан çынпа çанталăк, кĕркунне хыççăн хĕлле çитесси, ăна мĕнле ирттерсе ярасси çинчен калаçрăм. Хамăн ĕç пирки те каласа кăтартрăм. Вăхăт самаях иртнĕрен киле васкамаллине пĕлтертĕм. Леня шăнкăравлама юрать-и тесен, хирĕçлемерĕм. Вăл мана пĕрре курсах килĕштернине сисрĕм те, тÿрех касса татма аван мар пулчĕ. Сыв пуллашса пĕр 100 метр кăна кайнăччĕ, телефон шăнкăртатрĕ. Леня хистесех каялла чĕнет. «Яланхи пекех перчетке манса хăвартăм пуль ĕнтĕ», - тесе хама хам тарăхса утрăм. Çук иккен. Ман çĕнĕ савни машина капотне уçрĕ те пĕр хутаç какай тыттарчĕ. «Илмесен кÿренетĕп», - тет. Эпĕ çухалса кайрăм. Мĕншĕн какай? Кулăшла пек те туйăнчĕ. Каччăсем тĕл пулусенче чечек çыххи парнелекенччĕ. Ку вара... какай. Пĕр хутаç. Киле леçсе хăварма хирĕç марччĕ те ăсаттарас темерĕм. «Ну, кала, мĕнле?» - сиксе ÿкрĕç кÿршĕ хĕрарăмĕсем. Какай пирки мĕншĕн каларăм-ши пĕрех хут. «Ухмах, тăмсай, тата сана мĕнли кирлĕ, епле лайăх çын тĕлне пулнă. Шашлăк кăна çисе ларатăн ун пеккипе. Çитет пĕччен пурăнса», - вăрçмах пикенчĕç мана.
Кăмăл туртман çынпа епле калаçăн-ха? Кашни кунах шăнкăравлама пуçларĕ Леня. Килĕшмен каччă валли пĕрмай сăлтав тупăнатчĕ. Е ĕçре вăрахчен тытăнса тăратăп, е тата ачапа больницăра, тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче. «Ан шăнкăравла», - тесе калама именетĕп. Пĕррехинче хампа пĕрле тантăшăма çаклатса тухрăм. Упăшки пăрахса кайнă хыççăн пĕчченех пурăнать те, тен, ăна килĕшмĕ-ши тесе шухăшларăм. Виçсĕмĕр кафене кайса лартăмăр. Чей ĕçсе вăрахчен сăмах вакларăмăр. Надьăна килĕшмен ман савни. «Какайпа суту-илÿ тăвакан тесен куç умне мăнтăр, хĕрлĕ питлĕ арçын тухса тăчĕ, ку вара ак çакăн пек кăна», - тесе кача пÿрнине тăссах кăтартрĕ тантăшăм. Çĕнĕ çул çывхарас умĕн Леня лавкка умĕнче тĕл пулчĕ. Мана курнă хыççăн никампа та калаçасшăн мар имĕш. «Мĕн вăхăта ахалех сая яратăн, атя пĕрле пурăнма пуçлатпăр. Ан хăра, йĕркеллĕ çынах эпĕ, ĕçкĕпе иртĕхместĕп», - теме пуçларĕ каллех. Шăнса кайнăран çывăхри кафене чей ĕçме чĕнчĕ. Ниçта та васкамалла марччĕ те, хирĕçлемерĕм. Çĕнĕ çула тăвансем патне каяссине малтанах систертĕм те пĕрле кĕтсе илме ÿкĕтлемерĕ. Юлашкинчен кĕсьене вăйпах икĕ пин тенкĕ чиксе хучĕ. «Хĕрсем валли парне суйлама пĕлместĕп, хăв туян», - терĕ. Укçине каялла тавăрса патăм. «Хăв çине пĕтĕм халăха пăхтарса ан тăр», - терĕ те икĕ пин тенке ман сумкăна чикрĕ.
Леня пушăн 8-мĕшĕнче шăнкăравласа уявпа саламларĕ. Ман валли ылтăн çĕрĕ туянасшăн, универмага чĕнет. Килĕшмерĕм. «Эпĕ çавах çĕрĕ тăхăнмастăп», - укçа ахалех тăкаклар мар-ха терĕм.
Кăштахран Турă çырнине тĕл пултăм. Сашăна пуçа çухатасла юратнăран Леня пирки пачах манса кайрăм.
Унтанпа виç-тăват çул та иртрĕ. Леня халĕ те ман телефон номерне хуратман иккен. Эпĕ çемье çавăрни пирки пĕлет вăл. Çĕнĕ çул, пушăн 8-мĕшпе саламлă çыру яма манса каймасть. Упăшкан тăванĕ какай вырнаçтарасшăн пулчĕ те, хам та шăнкăравларăм пĕррехинче. Кăçал çуралнă кунпа саламларĕ Леня. Тепĕр икĕ кунтан çыру ячĕ. Кивçен укçа ыйтать. Сăмахпа калама вăтанать-мĕн. Малтан - иккĕ, кайран 3 пин тенкĕ кирлине каларĕ. Машинине юсамалла имĕш. Палăртнă вырăна тухса хайхи-майхине укçа тыттартăм. «Çитес эрнерех тавăрса паратăп», - терĕ. Унтанпа виçĕ уйăх та иртрĕ. Малтан Мускавра, кайран Питĕрте тесе суйрĕ. Е нимĕн туйми çывăрнăран телефон шăнкăртатнине илтмен-мĕн. «Паян, ыран тавăрса паратăп», - тесе мĕн чухлĕ çыру шăрçаламарĕ-ши малтанах. Манăн номерсене пĕлнĕ май телефон та тытми пулчĕ хăравçă. Юттипе шăнкăравлатăп та, сасса илтсенех пăрахать. Ăçта пурăннине пĕлместĕп çав. Халĕччен пĕр тĕк пĕрчи те хăвармастăмччĕ-ха ун çинче. Ятарлă ĕç вырăнĕ çук унăн. Хуçапа калаçса хам шутран виçĕ кун илсе пасар кайса хуралласан кăна ĕнтĕ.
Хайхи икĕ пин тенке тата пĕр хутаç какая каялла шыраса илнине кайран тин ăнланса илтĕм. Юрать, процентпа мар, çапла-и? Ухмаххи, калама çук уçă кăмăллă çав эпĕ, укçине ытларах ыйтнă пулсан та параттăм çав. Хамăн пулман тăк, пулăшас тесе, кивçен илеттĕм.
Вăт, çапла. Эпĕ унпа çывăх пулса курман, тÿшек ăшăтман. Çемье çавăрма та васкамарăм. «Ахалех укçа тыттартăм çавна», - тесе виç-тăватă çул шухăшласа пурăнчĕ пуль мăнтарăн. Парнене каялла илнĕ хыççăн лăштах сывласа ячĕ ĕнтĕ... Укçине мар, хăйне шел. Çакна, паллах, вăл чухламасть те.
Шупашкар хули.
Комментари хушас