Вăйăран - вăкăр, шÿтрен... ача çуралать

5 Ака, 2014

Чикансем пуласлăха калама пĕлеççĕ теççĕ. Иккĕленетпĕр-ха та, анчах та пĕтĕм тĕнче çапла çирĕплетнине кура килĕшĕпĕр çак шухăшпа. Анчах та чăваш хĕрарăмĕ те вĕсенчен ку енĕпе пĕрре те кая маррине пĕлетĕр-и-ха? Ан та иккĕленĕр: эпир каланă пулсан - пулать. Ытах иккĕленÿ ниепле те сирĕлмесен Шупашкар районĕнчи Мамки ялĕнче пурăнакан Галина Карповăран ыйтса пĕлĕр. Вăл шантарсах калама пултарать: “Чăваш хĕрарăмĕ” калани паян мар тăк ыран пур пĕр пурнăçланать... Çакна çирĕплетмешкĕн унăн сăлтав та пур. Сăлтавĕ çулсерен ÿссе пырать тата - кăçал çиччĕ тултарнă... Юрĕ, тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартар.

Кулăш кунĕ умĕн мĕн кăна шухăшласа кăлармасть пулĕ чăваш! Пĕр-пĕрне мĕнле кăна улталамаççĕ, шăнман пăр çине лартса ямаççĕ! /Хăвăр та лекрĕр пулĕ-ха çак кунсенче çывăх çыннăрсен серепине/. Эпир вара пушă арман авăртма хăнăхман. Шÿтлес тĕк - шÿтлес! Шÿте... çĕр-шыв пуçлăхĕпе çыхăнтарас. Мĕн вара? Пулса курнă ун патĕнче, алă тытсах калаçман та, шÿтне итленĕ. Пĕлесчĕ сирĕн мĕн тери çивĕч ку енĕпе ВВП чĕлхи! /Тепĕр тесен, çакă унăн тÿрĕ эфирĕсенче те лайăх курăнать/. Шÿте ăнланакан çын, пĕр сăмахпа.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем иртсе кайнă, çĕнĕ ĕмĕр пуçланнă - чăваш хĕрарăмĕ вара çаплах ача тăвасшăн мар. Демографи лару-тăрăвĕ çинчен сăмах хускатсан унăн пĕр сăмах: “Укçа çук...” Капла пире, хĕрарăмсене, çĕр-шыва тата кам сыхлĕ-ха? Хамăр ÿснĕ вăхăтра аннесен укçа-тенкĕ тăкăнса тăнă-им? Ну, юрĕ, пулать сире укçа.

...Шăпах ака уйăхĕн 1-мĕш кунĕ çывхаратчĕ. Шÿтлес терĕмĕр - иккĕмĕш е виççĕмĕш ачашăн Владимир Путин укçа пама йышăннине пĕлтертĕмĕр хаçатра. /Амăшĕн капиталĕ пирки ун чухне тĕлленмен те!/ Шăп. Анчах та ку тăвăл умĕнхи шăплăх кăна пулнă-мĕн... “Статья вĕçĕнчи “смайлика” асăрхаса ĕлкĕриччен шухăш тĕвĕленчĕ те ĕнтĕ, - килсе кĕчĕ пĕр хĕрарăм редакцие. - Тĕрĕссипе, татах тепĕр ачана кун çути кăтартас ĕмĕт малтан та пурччĕ-ха, сирĕн статья вара шухăша пурнăçа кĕртме хавхалантарчĕ. Ача çуратнăшăн патшалăх укçа та парса пулăшать тĕк мĕншĕн çуратмалла мар-ха? Ку статья шÿт кăна иккенне каярахпа кăна ăнлантăм çав, туйăмсем вара ĕрĕхсе кайнăччĕ ĕнтĕ - чараймăн. Пĕр шухăш тытнăскер çуратасах терĕмĕр. Укçа лекмерĕ пире паллах. Анчах та иккĕ çинче виççĕмĕш выçă вилес çук...”

Чи кăсăкли, пирĕн шÿтпе хĕмленсе кайнă хĕрарăмсем çуратса ĕлкĕрчĕç кăна, Владимир Путин иккĕмĕш тата ытларах ачашăн Амăшĕн капиталне тÿлеме пуçласси пирки Указа алă пусрĕ. Кайран тата хамăрăн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çакăн йышши хушу кăларчĕ. Тинех ĕç кайрĕ вĕт! Шÿт - шÿт те, анчах та Чăваш Енре çуралакансен йышĕ тинех вилекенсенчен ытларах халĕ. Çакă кăна пăшăрхантарать - пирĕн йÿтĕмпе кун çути курнă ачасене тивĕçеймерĕ çав укçа. Шел, тата кăшт маларах шÿтлемелле пулнă... Эсир вара чикан майри тетĕр. Халĕ тата мĕн пирки шÿтлемелле-ши тесе пуçа вататпăр-ха...

 

Галина КАРПОВА

сăн ÿкерчĕкĕ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.