Ăшă виçи пĕлтерĕшлĕ

12 Ака, 2014

Çулсерен инкубатор чĕпписем туянатпăр. Те чирлисем лекеççĕ, чылайăшĕ вилсе пĕтет. Мĕнле пăхмалли пирки каласа парсан аванччĕ.

А.ИВАНОВА. Шупашкар районĕ.

Туяннă чухне çивĕч, ури çинче çирĕп тăракан чĕпĕсене суйласа илме тăрăшăр. Сыввисен сăмси те, ура лаппи те сарă тĕслĕ. Пĕр талăкри чĕпĕ вăтамран 36-38 грамм таять.

Усрамалли вырăнта 1-5 талăкрисемшĕн - 29-30, 6-10 кунхисемшĕн - 26-28, 11-12 талăкрисемшĕн - 23-25 градус, 21-30 кунхисемшĕн - 21-22 градус ăшă пулмалла.

Температура пĕр пек тăтăр тесен грелкăпа усă курма юрать. Ăна чĕпĕсен ешчĕкне вырнаçтармалла. Ун çине ăшă тытакан япала /пăчкă кĕрпи, пакля, çăм юлашки тата ытти те/ тултарнă минтер хумалла, айккинчен типĕ улăмпа хупламалла. Савăта вĕри шыв янă хыççăн ешчĕкри сывлăш температури 30 градуса çити хăпарать. Кун пек чухне пÿлĕмре 15 градусран кая мар ăшă пулмалла. Грелкăна кунне 3 хутчен улăштармалла.

40 куна çитнĕ чĕпĕсемшĕн сывлăш температури 12-18 градус та чухах. Кун пек чухне кайăк-кĕшĕк çивĕч, апат лайăх çиет, хăвăрт ÿсет. Мамăкĕ тикĕс те яка, йăлтăркка пулать. Ытла ăшă тăк чĕпĕсем йывăррăн сывлаççĕ, шыв нумай ĕçеççĕ, мамăкĕ те йăлтăртатмасть. Чĕпĕ начар ÿсет, вар витти ерет, сывлăш çитменнипе аптăрать, вилет.

Сивĕре чĕпĕсем пĕр çĕре пуçтарăнса лараççĕ, хускаласшăн мар, вĕсен тĕкĕ шăртланса тăрать. Кун пек чухне те начар ÿсеççĕ.

Пÿлĕмре яланах уçă сывлăш çителĕклĕ пулмалла, анчах та витĕр çил ямасăр уçăлтармалла.

Ăшă, хĕвеллĕ çанталăкра, сывлăш температури 25 градусран кая мар тăк 3-4 талăкри чĕпĕсене уçăлтарма кăларма юрать. Вĕсем уçă сывлăшра мĕн чухлĕ ытларах пулаççĕ, çавăн чухлĕ хăвăртрах аталанаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.