Archive - 23 Кăрлач, 2019 - Хыпар
Кĕнеке
Хветут пиччĕшĕ Микулай хут пĕлменнисен шкулĕнче вĕренет. Паян вăл кĕнеке илсе килнĕ те вулама хăтланса ларать.
— «Хĕ.. . хĕл-ле... ку... мул-кач... ял çывă... çывăхĕн-че пу... пу-рăн-нă», — тет вăл асаплăн, сăмахсене тытăнчăклăн калаçакан çын пек вакласа. Вара урай шăлакан шăллĕне ăнлантарса парать:
Çăлтăртан хĕр пулчĕ
Тулли уйăх тÿпене хăпарсан çăлтăрсем патне хăнана кайма шухăшланă. Çăлтăрсен керменĕ анлă тÿпе варринче кăвак шăналăк çинче ялкăшса ларнă. Кунта пин-пин çăлтăрчăк пурăннă. Кăнтăрла вĕсем çывăрнă, каçсерен уя улаха тухнă. Ун чухне кермен алăкĕ пачах хупăнман, шурă, хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак тĕслисем, пысăкки, пĕчĕкки, вăйли, вăйсăрри, çамрăкки, ватти кермен алăкĕ витĕр унта-кунта вĕçсе çÿренĕ. Хĕр çăлтăрчăксемпе каччă çăлтăрчăксем пĕрре кĕнĕ, тепре тухнă. Пĕрремĕшĕсем вăрăм аркăллă сараппанпа, иккĕмĕшĕсем вăрăм чаппанпа çÿренĕ.
«Хастар утăмлă, ăслă та хăватлă тепĕр ăру килетех»
Çумăр чухне илтнĕ калаçу
Канаша çитнĕ çĕре çумăр çума тытăнчĕ. Автобусран тухакансенчен пĕрисем сунчăк айне чăмрĕç, теприсем хула тăрăх çÿрекен автобус чарăнăвне тапса сикрĕç, виççĕмĕшсем тăрăллă платформăсем айне кайса тăчĕç. Эпĕ автовокзала кĕтĕм: çумăр чарăнасса кунта кĕтсе тăрас терĕм.
Куççуль витĕр кулма...
Кирилпа 1982 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче паллашрăм. Эпир, Мускаври театр институтĕнче Чăваш студийĕнче вĕренекенсем, Итали драматургĕн Эдуардо де Филиппăн «Неаполь — миллионерсен хули» диплом спектакльне институт сцени çинче вылятпăр; хамăр спектакльсене час- часах Мускавра пурăнакан чăвашсене чĕнеттĕмĕр. Хальхинче пирĕн ĕçе курма Чăваш патшалăх университетĕнчен В.П.Станьял чăваш студенчĕсене илсе килнĕ. Спектакль хыççăн вĕсем пирĕн ĕçе сÿтсе яврĕç, унтан пурте Хĕрлĕ площаде çитсе хамăр пурăнакан общежитие таврăнса çавра сĕтел хушшине вырнаçрăмăр.