Илемĕн çын пурнăçĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ
«Хитре, хитре тееççĕ, хитре мĕнле пулать-ши?» — çапла лартать ыйтăва чăваш. Шăп çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ илем философийĕ. Чăвашсем çеç мар, ытти халăхсем те çавах, илем пирки шутлаççĕ, ун вăрттăнлăхне пĕлме тăрăшаççĕ.
Кашни çын илем тĕнчине килет. Куçне уçнă-уçманах ăна илем ыталаса илет те пурнăç тăршшĕпех хавхалантарса, килентерсе пырать. Вилсен те илем йĕркине тытса пырса ăсатса яраççĕ.