«Пăр çапрĕ пучаха ларсассăн...»
Виталий Юмарт-Чекушкин сăвăç асăмне
Виталий Семенович Чекушкин 1938 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче учительсен çемйинче çуралнă. Туçари вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. 1960 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1963-1965 çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă. Нумай çул хушши Чĕмпĕр тăрăхне кĕрекен Кивĕ Улхаш тата Çĕнĕ Улхаш шкулĕсенче чăваш тата вырăс литератури, истори предмечĕсене вĕрентнĕ. 1968-1970 çулсенче шкул директорĕ, 1975-2005 çулсенче вĕрентÿ тата воспитани енĕпе директор çумĕ пулса ĕçленĕ. Ăсталăхĕпе пултарулăхĕшĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ятсене тивĕçнĕ.
– Паянах çак кĕнекесене вулама пуçла: Леонид Леоновăн «Русский лес», Константин Фединăн «Города и годы», Максим Горькин «Жизнь Клима Самгина»... Кусене вуламасăр экзамена ан та кай, тÿрех путатăн... – хут çине çырсах парать мана яташăм Виталий Чекушкин. – Кукамай калаçăва манса кайнă-тăр тесе шутлама юрамасть. Тавăрмасăр хăварни пулман-ха...
Ĕмĕр иртрĕ, çак калаçу пуçран нихçан та тухмарĕ. Ун чухне И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх пединститучĕн историпе филологи факультетĕнче Юмартсемпе пĕрле вĕренетĕп. Вĕсем манран икĕ курс аслăрах. Пĕр общежитирех пурăнатпăр. «Шанчăк» ятлă литература ушкăнĕнче çаврăнатпăр, каç-каç Ленинград урамĕнче виçĕ Юмартпа пĕрле эпĕ те каллĕ-маллĕ хутлатăп.
Мана кÿршĕ ял ачи Валерий Егоров тăван шăллĕ вырăнне хурса çапла «çаклатса» тухать. Пĕринче ăна Б.А. Бройтман лекцийĕн вĕçĕнче пулса иртнĕ пăтăрмах пирки каласа патăм.
– Белла Абрамовна! «Комсомольская правда» хаçатра Олег Кошевой çинчен çырнă хыпар вуларăм. «Молодая гвардия» геройĕ Олег Кошевой вилмен, вăл халĕ Америкăра пурăнать тесе çырнă. Тĕрĕсех-и çав? – терĕм.
Пирĕн калаçу Валерин чи çывăх юлташĕ, историпе вырăс филологийĕн уйрăмĕнчевĕренекен Виталий Юмарт хăлхине кĕнĕ. Пÿлĕме пырсах пысăк роман парса хăварчĕ. Эпĕ ăна унчченех вулама пуçланăччĕ, анчах пăрахнăччĕ те манса кайнăччĕ. Халĕ вуласах пулчĕ. Пуçламăшĕ кăна йывăр иккен Леоновăн «Вырăс вăрманĕнче». Пĕр кĕрсе кайсан хăй туртса пырать! Аташăм хистенĕ романа туххăмрах вуласа тухрăм. «Города и годы» тата çăмăлрах пулчĕ – Курт Ван кĕпер çинчен сикнипе пуçланать вăл. Çавна халĕ те манман. Максим Горькин темиçе томлă романĕн юлашки пайĕсене вара экзамена кĕрес умĕн аран-аран уçкаласа пĕтертĕм. Ăна тĕппи вуланă студент чăваш факультечĕсенче ун чухне те, халĕ те çуках пулĕ тетĕп.
Экзаменра Виталий Чекушкин каланă пекех пулса тухрĕ. Хамăн шутăмпа, билетри ыйтусене йĕркеллех уçса хупрăм пек.
Хушма ыйтусем пара пуçларĕ: – Константин Федин романĕсене каласа тух. – «Первые радости», «Необыкновенное лето» вуланăччĕ. «Братья», «Похищение Европы» романсене вуламан. – «Города и годы» роман темине уçса пар. – 1924 çулта пичетленнĕ, кинофильм та ÿкернĕ, анчах ăна эпĕ курман. Интеллигенципе революци ыйтăвĕсем. Иккĕленекен интеллигентпа çирĕп большевик хирĕçтăрăвĕ. Роман фабулипе сюжечĕ детективла кăсăк, – тетĕп. – Курт Ван саманан аслă идейисене ăнланмасăр типпе тăрса юлать, кĕпер çинчен сиксе пĕтет...
– Кайран каласа паратăн. Халĕ эпĕ апата кайса килетĕп. Эсĕ те, ыттисем те ниçта та каймастăр. Хатĕрленсе ларăр. Малалла вулас...
Комментари хушас