Комментари хушас

23 Кăрлач, 2019

Çумăр чухне илтнĕ калаçу

Канаша çитнĕ çĕре çумăр çума тытăнчĕ. Автобусран тухакансенчен пĕрисем сунчăк айне чăмрĕç, теприсем хула тăрăх çÿрекен автобус чарăнăвне тапса сикрĕç, виççĕмĕшсем тăрăллă платформăсем айне кайса тăчĕç. Эпĕ автовокзала кĕтĕм: çумăр чарăнасса кунта кĕтсе тăрас терĕм.
Залра халăх нумай. Вырсарникун-çке-ха. Чылайăшĕ пасара ăна-кăна туянма е кăштах та пулин укçа тăвас шутпа мĕн те пулин сутма килнĕ. Хăшĕ-пĕри канмалли кунсене ашшĕ-амăшĕ патĕнче ирттернĕ, халĕ пысăк сумкăсемпе тата тулли кутамккасемпе килне васкать. Эпĕ хам валли чÿрече умĕнче вырăн тупрăм. Хăçан чарăнать-ши ку çумăр тесе кантăкран тунсăхлăн тинкертĕм.
— Сывă-и, инке,мĕнле чупатăр? – илтĕнчĕ хыçра.
Манпа юнашар тăракан хĕрарăмпа пĕр 14-15 çулсенчи арçын ача патне вăтăрсене çывхаракан сăран куртка тăхăннă лутра та типшĕм арçын пычĕ.
— Петюк, эсĕ-и ку? Салам, салам! Сана курманни вунă çул та иртрĕ пуль. Аванах пурăнатпăр. Ывăлăм валли костюм туянма килсеччĕ. Хамăра килĕшекенни тупрăмăр-ха. Хаклăрах та ĕнтĕ — темех мар: çирĕп пусмаран хальхи модăпа çĕленĕ. Славик çинче сĕре килĕшÿллĕ тăрать, тĕсĕ те пит хитре — тĕксĕм кăвак, — кăмăллăн калаçрĕ хĕрарăм.
— Каччă пулнă-иç сан ывăлу, инке! Чим-ха, эсир кунтах тăрăр, эпĕ хăвăртах таврăнăп, — терĕ те Петюк вокзал енне чупсах кайрĕ.
Нумай кĕттермерĕ вăл, туххăмрах çаврăнса çитрĕ.
— Ку сана, Вячеслав Иванович, — тăсрĕ вăл мороженăй тытнă аллине Славик еннелле.
Лешĕ вара Петюк çине сивлеклĕн пăхрĕ, айккинелле пăрăнасшăн пулчĕ. Анчах та амăшĕн куçĕсемпе тĕл пулсан шухăшне улăштарчĕ пулас. Хĕрарăм арçын ачана аллинчен тытрĕ те:
— Илсем, ывăлăм ун пек юрамасть, вăл сана пĕтĕм кăмăлтан парать вĕт-ха, — терĕ.
Славик амăшĕ çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ, тутине чалăштарчĕ, çапах та арçын кучченеçне асăрханса, вараланас мар тенĕ евĕр пÿрне вĕçĕсемпе тытрĕ те çăварне аран-аран уçса тав турĕ. Сасси унăн тарăн çырмаран тухнă пекех туйăнчĕ.
— Ну,мĕнле пурăнатăн-ха, Петюк?
— Паянлăха аптрамасть-ха, ыранхи пирки вара шухăшлама тивет, — шÿтлеме пăхрĕ арçын. — Славик вара сăнĕпе те, кĕлеткипе те каснă лартнă Ванюшах. Мĕн акатăн, çав шăтать тени ĕнтĕ ку. — Итле-ха, Лисук инке, пичче сана тăтăшах аса илет, эрех ĕçсен — йĕрет те. Славик ятне асăнмасăр пĕр кун та иртмест пуль. Юратать ăна вăл. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.