Юмах

23 Кăрлач, 2019

Çăлтăртан хĕр пулчĕ

Тулли уйăх тÿпене хăпарсан çăлтăрсем патне хăнана кайма шухăшланă. Çăлтăрсен керменĕ анлă тÿпе варринче кăвак шăналăк çинче ялкăшса ларнă. Кунта пин-пин çăлтăрчăк пурăннă. Кăнтăрла вĕсем çывăрнă, каçсерен уя улаха тухнă. Ун чухне кермен алăкĕ пачах хупăнман, шурă, хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак тĕслисем, пысăкки, пĕчĕкки, вăйли, вăйсăрри, çамрăкки, ватти кермен алăкĕ витĕр унта-кунта вĕçсе çÿренĕ. Хĕр çăлтăрчăксемпе каччă çăлтăрчăксем пĕрре кĕнĕ, тепре тухнă. Пĕрремĕшĕсем вăрăм аркăллă сараппанпа, иккĕмĕшĕсем вăрăм чаппанпа çÿренĕ.

25 Çĕртме, 2018

Пукане-«Мисс»

Пурăннă тет Пукане. Сăнĕ унăн тĕнчери чи ăста ÿнерçĕ те ÿкерсе парайми, тĕнчери чи пултаруллă çыравçă та сăнарлайми хитре, кĕлетки Сăр хăви пек пиçĕ те яштака пулнă, куçĕсем шултра хура хурлăхан евĕр, çÿçĕ сăмала сĕрнĕ пекех хуп-хура пулнă, хĕвел çинче куçĕ те, çÿçĕ те, хĕрлĕ хурăн çырли пек хĕп-хĕрлĕ тути те çиçсе анчах тăнă. Ăна пурте «Мисс» тесе чĕннĕ, мĕншĕн тесен пĕр çулхине вăл илемлĕ пикесен ăмăртăвне хутшăннă та пурне те хăйĕн чиперлĕхĕпе тĕлĕнтерсе анратса янă.

27 Авăн, 2016

Юмах ăса в.рентет

Иртнĕ эрнере Шупашкарта регионти çамрăксемпе ачасен театрĕсен «Юмах палитри» фестивалĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енри, Тутарстанри, Мари Элти çамрăксен театрĕсем, Мордва наци драма театрĕ хутшăнчĕç.

28 Нарăс, 2014

Укçа йывăçĕ

Кĕркунне алăкран килсе шаккарĕ.Йывăçсем майĕпен ылтăн тум тăхăнма пуçларĕç. Сарă çулçăсем вĕçсе анаççĕ те çĕре капăрлатаççĕ – вĕсене таптас та килмест. Ылтăн кĕркуннене çав тери юрататăп эпĕ, кăшт пушă вăхăт тупăнсанах ял çумĕнчи рашчана уçăлса çÿреме тухатăп. Пĕррехинче ура айĕнчех темле вăрă тупрăм.

5 Раштав, 2013

Телей çулне шырани

Мĕн авалтан çут тĕнчере мĕн пур ĕçе иккĕн - Харсăрккапа Темтепĕлейкин йĕркелесе пынă тет. Пĕри - хастар асатте, ĕçре хатăр пулнăран ăна Харсăркка ят панă. Вăл ĕçе нумай шутласа тăмасăр тунă. Кирек мĕнле япалана та хоп çĕкленĕ те лап хунă кирлĕ вырăна. Пурнăçне ăнтарайман, анчах ĕçсĕр аптăраса ларман.

Тепри вара ăслă асатте - Темтепĕлейкин. Питĕ ăслăскер, кирек мĕнле ĕçе пуçăниччен чи малтан çамкине пĕрĕнтерсех шутлаканскер, тĕнчене куçпа мар, ăспа курнă пулмалла.