Комментари хушас

28 Нарăс, 2014

Укçа йывăçĕ

Кĕркунне алăкран килсе шаккарĕ.Йывăçсем майĕпен ылтăн тум тăхăнма пуçларĕç. Сарă çулçăсем вĕçсе анаççĕ те çĕре капăрлатаççĕ – вĕсене таптас та килмест. Ылтăн кĕркуннене çав тери юрататăп эпĕ, кăшт пушă вăхăт тупăнсанах ял çумĕнчи рашчана уçăлса çÿреме тухатăп. Пĕррехинче ура айĕнчех темле вăрă тупрăм. Сарă-хĕрлĕ тĕслĕ хăй, пысăк, хитре – ун пекки курман та хальччен. Питĕ килĕшрĕ вăл мана. Чăтаймарăм – хитре вăрăна пĕрле илтĕм. Киле çитсен ăнă чечек куршакне лартса пăхас терĕм. Тен, шăтса тухĕ?

Ирпе-каçпа пăхсах тăратăп куршака, шăваратăп. Тепĕр виçĕ кунтанах шăтса та тухрĕ вăрă.

Йĕркеллех ÿсе пуçларĕ хайхи. Пăхатăп та – нимĕнле чечек те мар вăл. Çулçисем йăмранни пек. Пĕчĕк куршакра йăмрана тăвăр ĕнтĕ, тымар та яраймĕ. Çавăнпа пысăкрах савăта куçартăм хунава.

Ахаль йăмра пулмарĕ манăн ÿсен-тăран. Вăл кунсерен çитĕнсе пычĕ. Аттепе тухса шăннă çĕре лумпа такка-такка каткана тăпра тултартăмăр, ăшăннă хыççăн йывăçа унта куçарса лартрăмăр. Хĕл каçнă тĕле пÿрт маччинех çитсе перĕнчĕ йăмра.

Тĕлĕнтерме пăрахмарĕ йывăç. Унăн çулçисем сарăхма пуçларĕç. «Типет иккен ку», – тесе хуйхăратпăр хамăр. Пĕррехинче ирпе пăхатпăр та: ăçта сарă çулçă пулнă – унта ылтăн укçа çакăнса тăра парать! Юмах чăнна тухнине курсан пĕр ăстрăм калаçайми пулса тăтăмăр. Кĕçех хăш- пĕр ылтăн çулçăсем тăкăнма та тытăнчĕç. Эпир вĕсене пуçтарсах тăратпăр. Атте ятарласа пичĕке кайса туянчĕ – мула унта упратпăр.

Вăхăт шав шăвать, эпир шав пуйса пыратпăр. Ăçта чикмелле çакăн чухлĕ укçана – пĕлместпĕр. Асамлă йăмра пирки никама та каламан. Сăмах çунатти сарлака. Ылтăн йывăç пирки пăшăл пăтти ялта кăна мар, ытти çĕрте те туххăмрах пиçсе çитĕ. Тĕнчере вара такам та пур. Çитсе çапăнĕç та çĕрле архарсем – мĕн пулса тухма пултарасси çинчен шухăшлама хăрушă. Йăмра пирĕн шалти пÿртре ÿсет, унта никам та кĕрсе çÿремест. Тус-тăвансене те, кÿршĕ-аршăна та унта ирттермен.

Ӳссе çитĕнтĕм темелле – 18 тултартăм. Атте-анне качча тухма вăхăт терĕ. Пĕр каçхине пирĕн пата палланă каччă тăванĕсемпе мана çураçма килчĕ. Аттепе аннене килĕшрĕ вăл. Сăмах вакланă май унăн амăшне шалти пÿрте те кĕртсе кăтартрĕç. Лешĕ тĕлĕннипе чутах йăванса каятчĕ. Чĕри мĕнле чăтса ирттерчĕ-ши?

Çав каччи вара мана пĕрре те кăмăла каймарĕ. Чун-чĕре кăна мар, куç та йышăнасшăн мар ăна. Качча тухма килĕшмерĕм, евчисем тем пек çавра сăмахсем каларĕç пулин те шухăша улăштармарăм. Каччăн амăшĕ çав тери тарăхса тухса кайрĕ, мана ятласах хăварчĕ.Пит путлĕ хĕрарăмах мар иккен вăл. Çĕрле пирĕн пата тепĕр хут вăрттăн килнĕ, эпир тулти пÿртре хĕр çураçни пирки калаçса ларнă чухне шалти пÿлĕме чÿречерен йăпшăнса кĕнĕ те йăмрана тĕпрен касса пăрахнă.

Çемйипе хуйха ÿкрĕмĕр. Халĕ йăмра çук, малашне пирĕн укçа та пулмасть. Çав çыннах качча тухма тивет-ши? Юратман çынпа мĕнле пурнас? Чĕр тамăк вĕт. Йывăç тункати çине лартăм та макăрсах ятăм. Куççуль шапăртатса юхать, тункатана йĕпетет. Вăл вара шалтан çутала пуçларĕ. Сехре хăпнăран ÿлесе йĕме те чарăнтăм. Йăмра тункати сывлăша çĕкленнĕ пек пулса илчĕ те – ман ума питĕ хитре каччă тухса тăчĕ. Тÿрех лăплантарма тытăнчĕ: «Ан макăр», – тет. Пуçран çепĕççĕн ачашласа илчĕ.

– Эсĕ кам? – ыйтрăм унран сас таврăнсан.

Хăй мĕнле майпа йывăç вăрри пулса тăни çинчен каласа пачĕ вăл. Ăна пĕр хаяр тухатмăш асамаланă иккен. «Енчен те хăçан та пулин сана пĕр-пĕр хитре хĕр тупса лартса ÿстерет, кайран сан тункату çумне ларса куççуль тăкать – вара тин юм-тĕш сирĕлет. Эсĕ каллех каччă пулса тăма пултаран», – тесе тухатланă.

Каччи вара мана питĕ килĕшрĕ. Эпир ăна лайăх хăналарăмăр, чун тăраниччен калаçрăмăр. Нумай тытăнса тăрас темерĕ вăл. «Килте хăçантанпа пулман, кайса курас килет», – терĕ. Эпĕ кулянсах ÿкрĕм: «Ан кай, кăшт хăнара пурăн-ха», – тесе ÿкĕтлеме тытăнтăм. «Сана пĕрле илсе каятăп», – терĕ те хучĕ хайхи. Аннепе канашларăм. «Кайса кур эппин», – чармарĕ вăл.

Тухрăмăр çула. Чылай кайрăмăр. Эрнерен тин вĕсен ялне çитрĕмĕр. Лайăх пурнаççĕ иккен, илемлĕ çурчĕ чечек ăшне путнă пахча варринче ларать. Пÿрт умĕнче – çавра кÿлĕ. Унта кăкшăм чечекĕсем ишсе çÿреççĕ. Ывăлне çухатнă ашшĕ-амăшĕ ачи тупăннăшăн шутсăр савăнчĕ. Амăшĕ, мĕнле ăшă кăмăллăскер, ывăлне çăлнăшăн куççульпе тав турĕ. Нумай шутласа тăмарĕç вĕсем, ман атте-анне патне евчĕ ярас терĕç.

Чаплă та илемлĕ туй турăмăр. Халĕ эпир телейлĕ, пĕр-пĕрне юратса пурнатпăр. Мăшăрăм йăмра пулни пирки аса илтерме пирĕн пÿлĕмре укçа чечекĕ çитĕнет. Çулталăкра пĕрре хÿхĕм çеçке çурса пире саламлать. Кайран çеçки çуначĕсем ылтăн укçа пулса тăраççĕ.

Çапах та пирĕн телей ылтăнран килмест. Пурнăç ылтăнĕ – юрату.

Диана Минина,

Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш шкулĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.