Юмах ăса в.рентет

27 Авăн, 2016

Иртнĕ эрнере Шупашкарта регионти çамрăксемпе ачасен театрĕсен «Юмах палитри» фестивалĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енри, Тутарстанри, Мари Элти çамрăксен театрĕсем, Мордва наци драма театрĕ хутшăнчĕç. Спектакльсене сÿтсе явма Ирина Мягкова /Мускав/, Дина Давлетшина /Ĕпхÿ/ критиксене чĕннĕ.

Трактор тăвакансен культура керменĕн залĕнче кăтартнă спектакльсемпе тĕп хулари шкул ачисем, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем, жюри членĕсем паллашнă. Иртнĕ эрнекун вара фестивале пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсене чысланă. Унта ЧР культура министрĕ Константин Яковлев та хутшăннă.

Хăйĕн сăмахĕнче Константин Геннадиевич Чăваш Енре çакăн пек пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртнишĕн кăмăллă пулнине палăртнă. «Темиçе кунра çамрăк куракансем тĕрлĕ халăх культурипе паллашма пултарчĕç. Фестивальте юмах темине çутатни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Шăпах юмах тĕнчи ачана ырă чунлă, ăслă çитĕнме вĕрентет, пулăшать», — тенĕ вăл.

Жюри йышăнăвĕпе «Çамрăксем валли лартнă чи лайăх спектакль» номинацире Тутар патшалăх çамрăксен театрĕн ĕçĕ «Алмачуар» /режиссерĕ Ренат Аюпов/ çĕнтернĕ. Иосиф Дмитриев режиссер вара «Ачасем валли лартнă чи лайăх спектакль» номинацире «Ама кайăк çулĕпе» пĕрремĕш вырăна тухнă.

«Чи лайăх драматурги» енĕпе çармăссен Олег Иркабаев çыравçи «Онарын кердыже» хайлавпа палăрма пултарнă. «Чи лайăх сценографи» номинацире «Жили-были от Волги до Сибири» спектакле илемлетнĕ Эдуард Терехов /Ульяновскри çамрăксен театрĕ/ çĕнтернĕ.

Пирĕн Лолита Чекушкина композитор «Спектакльти чи лайăх музыка» номинацире мала тухнă. Вăл «Ама кайăк çулĕпе» спектакль валли кĕвĕсем çырнă.

Константин Амузинский /Ульяновскри çамрăксен театрĕ/ «Арçын сăнарне чи лайăх калăплакан» ята тивĕçнĕ. Вăл калăпланă Шурă Упа, Пуян, Хуçа куракансене тыткăнланă.

Сергей Мамаев /Мари Республикин ачасемпе çамрăксен театр-центрĕ/ Ияиге сăнарĕпе «Иккĕмĕш планри чи лайăх роль» номинацире палăрнă. «Эпизодри чи лайăх роль» ята «Ама кайăк çулĕпе» спектакльти Шапа сăнарне калăпланă Ирина Архипова тивĕçнĕ. Куракансем килĕштернĕ спектакль вара — «Алмачуар» /Хусан/. Жюрин ятарлă Дипломĕпе фестиваль йĕркелÿçине — Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театр коллективне — наградăланă.

Н.СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.