Комментари хушас

5 Раштав, 2013

Телей çулне шырани

Мĕн авалтан çут тĕнчере мĕн пур ĕçе иккĕн - Харсăрккапа Темтепĕлейкин йĕркелесе пынă тет. Пĕри - хастар асатте, ĕçре хатăр пулнăран ăна Харсăркка ят панă. Вăл ĕçе нумай шутласа тăмасăр тунă. Кирек мĕнле япалана та хоп çĕкленĕ те лап хунă кирлĕ вырăна. Пурнăçне ăнтарайман, анчах ĕçсĕр аптăраса ларман.

Тепри вара ăслă асатте - Темтепĕлейкин. Питĕ ăслăскер, кирек мĕнле ĕçе пуçăниччен чи малтан çамкине пĕрĕнтерсех шутлаканскер, тĕнчене куçпа мар, ăспа курнă пулмалла.

Пĕррехинче çак икĕ ĕçлевçĕ, пурнăç терт-нушине çителĕклех ас тивнĕ хыççăн, халăха валли Телей çулĕ уçма шутланă. Вăл - йывăр çул, ăна такăрланă чух нумай ĕç тумалла: пин-пин кĕпер хывмалла, çÿллĕ чул сăрта ватса-шăтарса çул уçмалла. Çапах та иккĕшĕ хăраса ÿкмен - ĕçе пуçăннă. Пĕри, тем те пĕр пĕлекенни, вĕрентсе-кăтартса пынă, тепри, урлă выртакана тăрăх çавăрса хума ÿркенменни, кирек мĕнле ĕçе те ăнтарнă, хоп çĕкленĕ те лап хунă кирлĕ вырăна.

Ĕçлесен-ĕçлесен вĕсен çулне çÿллĕ ту пÿлнĕ. Мĕн тумалла? Темтепĕлейкин шухăша путнă, ĕçе тĕрĕс йĕркелессишĕн пуç ватнă. Харсăркка нумай шухăшламан, пысăк чул катрамĕсене тимĕр катмакпа ватса енчен еннелле ывăтма пуçланă. Нумай ĕçленĕ-и, сахал-и Харсăркка ывăннипе халтан кайнă, канма ларнă.

Çав вăхăтра ăсли хăй пекех ăслă машина шутласа кăларнă. Вăл йывăр чулсене алăпа мар - пы-ысăк çăпалапа ăса-ăса ывăтма пуçланă. Ту урлă çул уçăлнă вара.

Ачасем, эсир çав пысăк ăскăчлă машинăна палларăр пуль? Паллах, экскаватор вăл. Ăслă асатте шутласа кăларнă ăна. Вăт юмах пĕтрĕ те.

Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ. Çынсем халĕ те Телей çулне шыраççĕ. Пĕрисем Харсăркка пек, теприсем Темтепĕлейкин пек. Хăш меслечĕ усăллăраххине хăвăрах тавçăртăр ĕнтĕ. Тепре куриччен, пĕчĕк тусăмсем. Телей çулĕпе çÿренĕ чухне пĕр-пĕрне пулăшăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.