Пĕрремĕш çухату
Вокзал умне çитсе чарăннă автобусран ансанах Толя умне шурă çÿçлĕ çÿллĕ арçын пырса тăчĕ.
— Киле леçсе ярас мар-и? — ыйтрĕ палланă таксист.
— Çук, эпĕ çуранах, — хирĕçлерĕ Толя.
Шофер хăпма васкамарĕ-ха.
— Хăвăртрах çитĕн. Çанталăкĕ те ав... — пăхса илчĕ вăл тÿпене сырса илнĕ ăмăр пĕлĕтсем çине. — Кĕç-вĕç çумăр çуса яма пултарĕ.
— Эпĕ васкамастăп. Çумăрĕ те халех çумасть, сивĕ пĕлĕчĕсем кăна вĕсем.
Таксист кÿренчĕклĕн пăрăнса кайрĕ.
Толя ял еннелле каякан тÿрĕ çул çине тухрĕ.