Комментари хушас

21 Раштав, 2018

Владимир КУЗЬМИН: Пěр аллăмра — писатель, тепěр аллăмра журналист калемě

Владимир Кузьмин Вăрнар тăрăхĕнчи Хурăнсур Çармăс ялĕнче 1937 çулта çуралнă. Аслă пĕлÿ илнĕ, çар хĕсметĕнче пулнă. Пичет ĕçĕнче нумай çул вăй хунă. СССР, Раççей Писательсен пĕрлĕхĕн пайташĕ. Хулапа ял çыннисен, культурăпа искусство ĕçченĕсен пурнăçне вуншар кĕнекере сăнарланă. Вулакансем унăн юлашки вăхăтра пичетленнĕ «Ашшĕсен çулĕпе», «Çăл куç», «Вĕçев», «Юрату кăварĕ», «Çумрах-ха эс, савниçĕм», «Элкер çăлтăрлăхĕ», «Шăмăсăр чĕлхе» кĕнекисене хапăлласа кĕтсе илчĕç. Акă кăçал тепĕр кĕнеке — «Тымар» роман — пичетленсе тухрĕ. Шăпах çавăн çинчен пулчĕ те пирĕн калаçу.

Пурнăç эпопейи

Владимир Прокопьевич, сирĕн миçемĕш кĕнекĕр вулакан патне çитрĕ?
— Вăтăр улттăмĕшĕ. Тĕлĕнмелле те пулĕ. Ĕмĕрте те шухăшламан илемлĕ литература тĕлĕшĕпе çав шая çитессе. Çамрăкранах тĕнчери вăйлă журналистсем паллă писательсем пулса кайни шухăшлаттарса канăç паманран-ши? Эпĕ, хутла тин кăна вĕренсе пыракан чăваш ачи, вĕсен çулĕ çине кĕресшĕн тапаçланнăран-ши? Хамăн ăс-тăн кунтăкĕнче хамăр майлă тĕнче шайне кăларассишĕн тертленнĕрен-ши? Çаплах пулĕ çав. Илемлĕ литература тĕнчинче чакаланма пуçлани 60 çул çитнĕ тĕле, кăçалхи çулла, эпĕ те вулакансен умне хамăн пурнăç эпопейине хăрамасăрах кăлартăм.
Çак ĕçе журналистикăран куçрăр эппин?
— Салтака кайичченех, икĕ çул хамăр Вăрнар тăрăхĕнчи ялсенче кино искусствине ял халăхне ăнлантарас тĕлĕшпе ĕçленĕ чухнех, эпĕ районти, республикăри хаçатсене тăтăшăх çырса журналистика енне туртăннăччĕ. Çарта та, Инçет Хĕвел тухăçĕнче, Лăпкă океан хумĕсен тата тайга шавĕнче, çырас ха-васлăх вăйланчĕ. Округри «Суворовский натиск» хаçат манăн сăвăсене вырăсла пичетленĕ хыççăн пуçра сăнарлăх ташши вăйланчĕ. Çав вăхăтран шутлатăп писательсен йывăр та çÿллĕ урапи çине сиксе ларма пултарнине.
Журналистикăра та çăмăл мар. Пурнăç пăтравĕнче пултарулăха вăйлатса, çĕнтерсе тухрăм, РФ Журналистсен союзĕн чи аслă наградине — «Професси пĕрлешĕвĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» хисеп паллине тивĕçрĕм. Пĕр алăра — журналист, тепринче писатель калемĕ манăн ĕмĕр тăршшĕпех.

Романăн тĕп геройĕсем

Роман пирки вăл автобиографиллĕ тенĕ пулăттăм, мĕншĕн тесен произведенири ĕç-пуç çинчен эсир питĕ тĕплĕ, тарăн пĕлнĕн туйăнать…
— Чăннипе те çапла. Вăйлă произведени çырма, паллах, вулакана тÿрех çавăрса илме, ăна астарса хăюллантарма май паракан, пурнăç пулăхне, илемне аталантарма чăрмантаракансемпе кĕрешме шухăшлаттаракан вăйлă çынсен сăнарĕсем кирлĕ. Вĕсем манăн хаçат-журналта ĕçленĕ хушăрах пуçра çуралса сăнарланнă, çирĕпленсе пынă. Çамрăклăхра юрату та чĕрем алăкĕнчен кĕрсе чунăма çĕклентерчĕ, çырма хаваслантарчĕ. Вăрнар, Йĕпреç, Шупашкар ачисене акăлчан чĕлхи вĕрентнĕ мăшăрăмпа Римма Ильиничнăпа юнашар романăн тĕп геройĕсем пулса тăтăмăр, «Пĕрлĕхлĕ Юрату» партийĕн гимнне юрла-юрла ĕçлерĕмĕр:
Çăхан та, еркĕн те, усал та
Хушша кĕреймĕ тăшманла.
Эпир чăн савăнăç тупатпăр
Çумри вилмен юратура.
Иртнĕ ĕмĕрти 62-мĕш çулта пуçланнă Юрату 56 çул тултарнă тĕле кăçал пире Раççей Федерацийĕн «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» медалĕпе наградăларĕç. Çакă ачасемшĕн те, вĕсен ачисемшĕн те пысăк савăнăç мар-и? Ахальтен-и çĕнĕ кĕнекене таса чунлă, юратнă мăшăрăма халалларăм.
«Тымар» — ял ятне çеç пĕлтерет е унти халăхăн çĕрпе çыхăннă тарăнăшне те?
— Çакă хайлавăмра чăваш ялĕн, хресченĕн, интеллигенцийĕн пурнăçĕ çур ĕмĕр ытла хушшинче мĕнле аталанса, çĕкленсе пынине анлăн, тарăннăн сăнарлама тăрăшрăм. Тĕнче вут-çулăмĕнче нумай ĕмĕр тĕрекленнĕ чăваш хăй çуралнă çĕрĕ çинче ырăлăхшăн, этем телейĕшĕн кĕрешет, инкек-синкеке парăнтарса малаллах талпăнать, йывăрлăха сирсе-çĕнтерсе хăйĕн илем тĕнчине ырă кăмăл-туйăмпа пуянлатать. Чăваш халăхĕн тымарĕ тарăн та хăватлă, çĕр çинче курăмлăн сарăлса аталантарать пурнăç пуянлăхне.
Телей садне лекеймерĕмĕр
Романри ĕçсем иртнĕ ĕмĕрĕн 60- мĕш çулĕсен варринче пуçланаççĕ те паянхи кунпа вĕçленеççĕ. Ун пирки пирĕн юлашки çур ĕмĕрĕн çул çыравĕ теме юрать. Мĕншĕн шăпах çак тапхăр кăсăклă сире? Коммунизм идеологийĕ хăйĕн вăйне мĕнле çухатнине сăнласа парассине тĕпе хурас тенĕ-и? Мĕн вăл сирĕншĕн — КПСС?
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-80-мĕш çулĕсем манăн пурнăçра та тарăн йĕр хăварнă. Совет халăхĕ юрласа-ташласа çĕнĕ пурнăçра пурăнма ĕмĕтленетчĕ. Коммунистсен партийĕн программинче 80-мĕш çул тĕлне коммунизм туса çитерме палăртнă-çке. Анчах вăл пурнăçланаймарĕ. Эпир телей садĕнче пурăнса ку-раймарăмăр.
СССР Конституцийĕпе килĕшÿллĕн КПСС совет çĕршывне, обществине йĕркелесе тытса пыракан вăй пулнă. Çавăнпа эпĕ те, Кузьмин-Крутов, партократи пуçлăхĕсемпе пĕрлех Мускав- Шупашкар ертÿлĕхĕ хушнипе-ыйтнипе ĕçлесе пынă. КПСС ретĕнче тăни, унăн Аслă шкулĕнче вĕренни, çавăнта пуçа хывнă, ăша вырнаçтарнă пĕлÿпе ăнлануллăн, хастаррăн халăхшăн çирĕп тĕллевлĕн кĕрешни, палăртнине пурнăçа кĕртсе пыни — пирĕн пурнăçри пулăмсенчен чи палли-асри.
Роман вĕçĕнчи ĕç-пуç Мускавра иртет. Унта чăвашсем пурте пĕлекен хушаматсем те тĕл пулаççĕ: Николаев, Бударин, Михайлов юрăçăн мăнукĕ. Ăнсăртран мар пулĕ? Вăрттăнлăхне питĕ пĕлес килет.
— Вăл чăваш тĕнчере тăр тăлăх пулманнине пĕлтерекен вăйлă пулăм. Сала кайăк йăхĕсенчен тухнă хастарсем вырăс тата ытти наци çыннисемпе пĕрле питĕ курăмлă, тĕнчене тĕлĕнтермелли ĕç тума паттăрлăх кăтартма пултараççĕ.
Символла ÿкерсе кăтартнă Шупашкарти «Раççей» хăна çуртĕнчи чаплă туй та, ют патшалăхсенче тата хамăр çĕршывра пурăнакан чăваш мулçисем чăваш халăхĕн тымарне тата вăйлатса сарассишĕн укçа-тенкĕпе пулăшни те маншăн чăн-чăн ырă пулăмсем пекех шăранса тухрĕç пек роман страницисенчи сăнлавсенче.

Çĕрĕпех — ĕç сĕтелĕ хушшинче

Мĕнле шухăшлатăр: паянхи çамрăксем, интернет авăрне кĕрсе ларнăскерсем, алла тытса вулĕç-ши ăна?
— Ăслă-тăнлă, малашлăх шухăшлавлă чăваш ачи, çамрăкĕ, ман шухăшпа, илемлĕ литературăна та юратмасăр пурăнаймасть пулĕ тетĕп. Нумай енлĕ тарăн пĕлÿ, философиллĕ ăнлав, çынсен туслă е хирĕçÿллĕ хутшăнăвĕ, юрату хавхаланăвĕ кĕнекере туллинрех палăрать, курăнать пек. Çавна ăнланакан çамрăк та «Тымар» страницисенче хăйĕн пурнăç тымарĕн хăватне ăса хывма пултарать.
Сирĕн ăна чи малтан кама вулаттарас килет? Чунăрти пысăк тĕллевĕр мĕн пулнă?
— Пуçласа ăна республикăри ял хуçалăх производствинчи ветерансен канашĕн председательне, Елчĕк ен чăвашĕсен хастарне Василий Шадрикова Атăл хĕрринче сипленнĕ-каннă кунсенче паллаштарнăччĕ. «Вуланă май манăн ĕçри, килти, халăх хушшинчи пурнăç кинори пек юхса пырать. Ăçтан, мĕнле майпа çавăрттарса кăларатăр-ха пирĕн сăнарсене хут çине?» — терĕ Василий Яковлевич.
Кĕнекем хамăн пурнăçăн вуншар çулĕпе юнашар хулăнланса пычĕ. Чăваш хресченĕн пурнăçне аталануллăн, нумай енлĕн кăтартса парас тĕллевпе çыртăм ăна.
Хальхи вăхăтра мĕн ĕçлетĕр, çыратăр?
— Пичете хатĕрлесе çитернĕ «Четра çăлтăр» вырăсла роман- эпопейăна кун çути кăтартас ыйтусемпе аппаланатăп.
Паянхи пурнăç хăш енĕпе кăсăклă писательшĕн? Вулакана тата мĕн пирки çырса кăтартас килет?
— Ăна кам мĕнле куçпа курать, мĕнле пуçпа çавăрттарать, палăртнă темипе сюжетне епле ăсталама пултарнинчен килет ĕнтĕ. Эпĕ хам валли çак романра ĕнерхи, паянхи тата ыранхи пурнăç енĕсене тупса вулакан патне çитернĕ пек.
Писателĕн кун йĕрки мĕнлерех: мĕнрен пуçланать сирĕн кун? Çыру ĕçĕ валли вăхăт мĕн чухлĕ уйăратăр?
— Илемлĕ литература ĕçĕпе тарăннăн ĕçлеме тытăннăранпах, çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче, çур çĕр иртни 2 сехет çурăран Мускав чанĕсем çапма пуçличчен ĕç сĕтелĕ хушшинче. Вĕçĕмсĕр хăнăху.
Писательсен союзĕн ĕçĕ тивĕçтерет-и? Енчен те эсир унăн ертÿçи пулас тăк ĕçе мĕнле çĕнĕлĕх кĕртнĕ пулăттăр?
— Манăн хамăн та ĕçлеме тивнĕ çамрăклăхра Чăваш Писательсен союзĕн правлени ĕçĕнче. Председателĕн заместителĕ валли те ĕç мăй таранччĕ.
Юлашки вăхăтра председатель пирĕн союз лавне пĕччен тенĕ пек туртса пырать. Ăнăçлах. Пултарсах. Пулăшакансăрах. Укçа-тенкĕсĕрех. Ĕç пÿлĕмĕсĕрех. Сывлăшра çакăнса тăракан пултарулăх организацийĕ пек туйăнать мана тепĕр чухне Профессионал писательсен союзĕ.
Çĕнĕлĕхсене председатель, правленин хăш-пĕр членĕ пулăшнипе, хастаррăнах союз ĕçне кĕртсе пырать-ха, çавăнпа ăслă çынна тăн пама кирлех мар пулĕ.

«Тымар» тымара тĕреклетрĕ

Çĕнĕ çултан мĕн кĕтетĕр?
— Çĕнĕ çула эпир тахçантанпах çулталăкри хамăрăн ырă енсене мала хурса кĕтсе илме хăнăхнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.