«Тиркекенсенчен пěри — хам, çапах пěрремěш чăркăш — саккасçă»

21 Раштав, 2018

«Голанал» тулли мар яваплă общество пластик тата алюмини чÿречесем туса çурт-йĕре лартать. Мĕнле предприяти вăл, ăçта вырнаçнă?

ПИРĚН СПРАВКА

Андрей Головин Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕнче 1968 çулта çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсен Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Çурçĕр флотĕнче хĕсметре виçĕ çул тăнă. Хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ, пĕр хушă ял хуçалăх культурисем туса илнĕ.

Авланнă, мăшăрĕпе икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Хĕрĕ Татьяна Шупашкарти Илем салонĕнче клиентсен ыйтăвне тивĕçтерет. Ывăлĕ Кирилл строительство факультетĕнче вĕренет. Мăшăрĕ Зинаида Ива-новна — Елчĕкри «Для Вас» стоматологи клиникин врачĕ.

Головинсен çемйи: хĕрĕ Татьяна, мăшăрĕ Зинаида Ивановна, ывăлĕ Кирилл, кил хуçи Андрей Алексеевич.

Район чиккинчен тухнă

«Голанал» Елчĕк районĕнчи Елчĕк ялĕнчи Юбилей урамĕнчи 19-мĕш çуртра, ĕлĕкхи «Сельхоз-техника» картишĕнче производство йĕркеленĕ. Обществăн генеральнăй директорĕ — районта пурте лайăх пĕлекен Андрей Алексеевич Головин. Чÿк уйăхĕнче унăн цехĕнче пултăмăр. Журналистсене чи малтанах çак ыйту кăсăклантарчĕ: «Голанал» умĕнче мĕнле тĕллевсем тăраççĕ? «Саккас паракансен кăмăлне туллин тивĕçтересси», — терĕ ертÿçĕ.
«Чÿрече хатĕрлекен цех Елчĕкре пуррине пĕлменччĕ. Тен, пирĕн пеккисем Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тăрăхĕсенче, ытти çĕрте пур. «Хыпар» урлă республика илтмелле сас памăр-и?» — терĕм. «Тархасшăн, хаçатçăсемпе калаçма яланах хапăл, — тараватлăн калаçрĕ «Голанал» директорĕ. — Пĕлменнисем юлнă та пуль. Сире Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунатăп, 2019 çулта ĕçсем ăнччăр, пурнăç лайăхлантăр!»
«Голаналăн» производство калăпăшĕ, ĕç пахалăхĕ мĕнле шайра? Вăл камсен ыйтăвне тивĕçтерет?
Предприяти район чиккинчен тахçанах тухса çыхăнусем йĕркеленĕ. Обществăна Елчĕксем лайăх пĕлеççĕ. «2004 çулта чÿрече тума пуçларăмăр, — аса илчĕ Андрей Головин. — Акчел ялĕнче чÿрече тăвакан цех уçрăмăр. Мĕнле ăсталамаллине ятарлă литературăран тата чÿрече калăпланине пăхса тăрса вĕрентĕмĕр. Бизнеса иккĕн-виççĕн пуçларăмăр, каярахпа, саккас ытларах илсен, коллектив хушăнчĕ. Малтан районта çеç ĕçленĕ, унтан Шупашкара, Çĕнĕ Шупашкара, Чăваш Енри ытти район-хулана, Мускавпа унăн облаçне куçрăмăр». Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин чÿрече ăсталамалли цех ĕçĕпе кăсăклансах тăрать.
«Голанал» Раççейре ирттерекен электрон хаклашусене /торги/ хутшăнса саккассем çĕнсе илет. Саккас паракан вĕсене йÿнĕрех хакпа тата пысăк пахалăхпа пурнăçлакана суйласа илет. «Голанал» яланах вăл ыйтнине пурнăçлассишĕн тăрăшать, — терĕ А.Головин. — Халĕ цех Елчĕкре, кунта оборудовани вырнаçтарнă, ĕç хатĕрĕсем çителĕклĕ. Специалистсене хатĕрлесе çитерме вăхăт кирлĕ пулчĕ. Вĕсем шкулта математикăпа черчени предмечĕсене лайăх вĕреннĕ, ăсталăха хăвăрт алла илчĕç. Мана, инженер-механика, ĕç меслечĕсене шĕкĕлчеме йывăр пулмарĕ».
«Европа Раççее санкципе хуптĕрличчен çĕршывра пурăнмалли çурт нумай тунă. Строительство калăпăшĕ юлашки тапхăрта мĕнлерех?» — ыйтрăм эпĕ. «2013 çулччен производствăна ÿстерсе пытăмăр, — хуравларĕ ертÿçĕ. — 2014 çултанпа саккассен шучĕ чакса пычĕ. Сăлтавĕ — пурăнмалли çурт сахалрах тунинче, çынсем кивĕ чÿречене сахалрах улăштарнинче. «Голанал» пек предприяти аталанасси строительствăран, реконструкцирен нумай килет. Куллен ĕç пулсан коллектива лайăх, çынсен алă усса ларма вăхăт çук, вĕсене шалу тÿлеме, налук куçарма счета укçа куçать. Коллектива саккассен шутне пăхса пысăклатма е пĕчĕклетме тивет. Мускаври, ытти хулари нумай хутлă çуртсем валли чухне станоксен умне нумай маçтăр харăсах тăрать».

Пахалăх пĕрремĕш вырăнта

«Ĕç пахалăхне камсем хаклаççĕ?» — кăсăклантăм çак ыйтупа та. «Тиркекенсенчен пĕри — хам, çапах пĕрремĕш чăркăш — саккасçă, — хуравларĕ Андрей Алексеевич. — Начар туса парсан йышăнмасть, лайăхлатма ыйтать. Продукцие тÿрлетесси — инкек те тăкак! Телее, «Голанала» çĕнĕрен ĕçлеттерсе сарăп кăтартман- ха. Пирĕн маçтăрсем пахалăх пĕрремĕш вырăнтине манмаççĕ. Куç хĕррипе пăхсан чÿрече ансат пек курăнать. Тĕрĕссипе, кăткăс конструкци, пĕр-пĕринпе çыхăннă 100 ытла пайран тăрать. Кашни пĕлтерĕшлĕ, вăл е ку тĕллеве пурнăçлать. Чÿречене тĕрĕс пухмалла, шалти конструкцисен тикĕс ĕçлемелле. Вĕсенче кăлтăк пулмалла мар. Технадзор пирĕн тавара тиркени пулман. «Голанал» саккас паракансемшĕн шанчăклă — кирек мĕнле чÿречене те вăхăтра тата пысăк пахалăхлă тăвать».

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. А.ГОЛОВИН архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.