Йывăрлăхсене çěнтерме хăнăхрăмăр
Раççей Президенчĕ çулталăка яланах журналистсен чи çивĕч ыйтăвĕсене хуравласа пĕтĕмлетет. Экономика лару-тăрăвĕ, Раççейĕн тĕнчери пĕлтерĕшĕ, çĕршывсен хутшăнăвĕ — ĕнер 14-мĕш хут иртнĕ анлă пресс- конференцире Владимир Путин çак тата ытти темăна хускатрĕ.
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ
Владимир Путин калаçăва çĕршыв экономикин тата социаллă пурнăçĕн вунă уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарнинчен пуçларĕ.
Президент палăртнă тăрăх — федераци бюджечĕ 2011 çултан пуçласа профицитлă: кăçал ВВП 2 процент ытла ÿснĕ. Тĕп банк шухăшланă пекех инфляци 4 процентран кăшт çеç иртĕ. Çавăн пекех Президент вак суту-илÿ çаврăнăшĕ, потребительсем ытларах ыйтнине палăртрĕ. «Юлашки кăтартусем тăрăх халăхăн тупăш шайĕ хăпарни, нумаях мар пулин те, курăнать», — терĕ Владимир Путин çак юхăм малашне те лайăх енне улшăнса пырассине шаннине палăртса. Çĕршыв ертÿçин шухăшĕпе кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, çĕршыври ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕсем 5,2 процентран 4,8 процента çити чакĕ. Çавăн пекех хальхи вăхăтра çынсен кун-çулĕн тăршшĕ вăрăм-ланнине шута илнĕ. Пĕлтĕр çак кăтарту 72,7 шайра пулнă тăк — кăçал 72,9 çула çити ÿснĕ.
Наци проекчĕсем
Пĕрремĕш ыйту, наци проекчĕсемпе çыхăннăскер, ТАСС агентствинчен пулчĕ. Путин каланă тăрăх — «пирĕн аталанмалла», «çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле». Çавна май укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла. Ку енĕпе наци проекчĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме 20,8 триллион тенкĕ пăхса хăварнă. Инфратытăм аталанăвĕн планне 12 пайран йĕркеленĕ. «Çав вун икĕ сăмаха — вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, цифра экономики… — пурте лайăх пĕлетпĕр», — терĕ Президент. Владимир Путин наци проекчĕсем обществăра тĕрĕслĕхе çирĕплетме тата чухăнлăхра пурăнакансен шутне чакарма пулăшассине çирĕплетрĕ. Çакна вăл «Раççейре социализма чĕртсе тăратма май пур-и?» ыйтăва хуравланă май палăртрĕ. Президент шухăшĕпе — «чĕртсе тăратма май килмĕ, анчах унăн хăш-пĕр элементне ĕçе кĕртме май» пур.
«Сельская жизнь» хаçат журналисчĕ «ял хуçалăхне наци проекчĕсен шутне кĕртменнишĕн, юлашки çулсенче ял хуçалăхĕн аталанăвĕ чакнăшăн» пăшăрханса калаçрĕ. «Ял хуçалăхĕ пирĕн тахçанах наци проекчĕ, — хирĕçлерĕ ăна Президент. — Аталану чакать тенипе те килĕшместĕп. Мĕншĕн тесен çакă статистика кăтартăвĕ, вăл тыр-пул производствипе çыхăннă. Кăçал тухăç пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех. 110 миллион тонна — юлашки 25 çулти виççĕмĕш кăтарту. Ку питĕ лайăх. Паллах, пусăм туса ĕçлемелли те çук мар». Çавăн пекех Президент çитес вăхăтра ял хуçалăх продукцийĕн эскпорчĕ хĕç-пăшал экспортĕнчен иртессине палăртрĕ.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ: 2019 çулта НДСа ÿстерме тата хăй тĕллĕн ĕçлесе пурăнакансене налук хума йышăннă. «Çак çĕнĕлĕх Раççей çыннисемшĕн тата экономикăшăн пысăк йывăрлăх кăларса тăратмĕ-и?» — кăсăкланчĕç журналистсем. Президент бюджет профицитлă пулин те йывăрлăх сахал марри çинчен аса илтерчĕ. Тĕслĕхрен, «нефтьпе тата газпа çыхăнман дефицитсем» е çут çанталăк пуянлăхне сутса тунă укçана социаллă яваплăхсене саплаштарма яни. Çак кăтарту ÿсĕмне хăвăртлатас мар тенĕрен халăхшăн кăмăллах мар мерăсем йышăнма тивет. Путин çулталăк пуçламăшĕнче хаксем кăшт хăпарассине, анчах çак юхăм вăраха каяс çуккине палăртрĕ.
Хăрушсăрлăх
Раççей производствине тĕрев пама триллионсем уйăрни çинчен калаçнă вăхăтрах сăмах ядерлă вăрçă çине куçрĕ. «Пире ача чухне ядерлă вăрçăпа хăрататчĕç. Юлашки вăхăтра каллех «вăрçă» сăмах илтĕнет. Ачасене халĕ мĕнле лăплантармалла?» — кăсăкланчĕ Верницкий журналист.
«Кунашкал хăрушлăх пирки уççăн калаçмаççĕ те… Анчах çав вăхăтрах, Турă сыхлатăр, çакнашкалли сиксе тухсан пĕтĕм планетăна пĕтерсе хурать. Çак хăрушлăх виçине хак парса çитерейменни сисĕнет», — терĕ Президент. Унта «кайран эпир мала тухасшăн тесе ан нăйкăшчăр, эпир шайлашулăхшăн тăрăшатпăр» тесе хушса хучĕ. Анăçра «пĕчĕк хăватлă зарядсемпе» усă курма ирĕк парас шухăш пурри çинчен асăрхаттарчĕ Путин.
Япони журналисчĕсем Раççейпе Японин мирлĕ килĕшĕвĕпе кăсăкланчĕç. Президент «икĕ патшалăхăн хальхи вăхăтри хутшăнăвĕсем тивĕçтерменнине, Японипе мирлĕ килĕшÿ тума тăрăшнине» пĕлтерчĕ. Китай хутшăнăвĕсемпе вара Владимир Владимирович кăмăллă. Юлашки 40 çулта пулнă улшăнусене вăл лайăх хак пачĕ. Президент шухăшĕпе, Раççейпе Британи хутшăнăвĕсем те «тупике» лекнĕ. Икĕ çĕршывшăн та çак çул çинчен тухни усăллă пулĕ. Президент Раççейшĕн Аслă Британипе туслă хутшăнусене чĕртсе тăратасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕ. Сăмах май, ют çĕршыв инвестицийĕсем кăçал уйрăмах Англирен нумай, 22 миллиард доллара яхăн, килнĕ.
Залран Wall Street Journal ыйтăвĕ илтĕнчĕ: «Эсир тĕнчепе хуçаланасшăн тени тĕрĕс-и? Эсир тытса пыракан тулаш политика тĕллевĕ мĕнре?»
«Тĕнчепе хуçаланас текен çынсен штабĕ ăçта вырнаçнине эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр. Вăл Мускавра мар, — терĕ Президент. — Тепĕр хут аса илтеретпĕр: Раççейĕн, АПШпа танлаштарсан, оборона тăкакĕсем çĕр хут пĕчĕкрех. Вашингтона тулаш тăшман сăнарĕ хăй тавра ытти çĕршыва пухма кирлĕ. Пирĕн тулаш политикăн тĕллевĕ — çĕршыва пĕр шайри парт- нерсен йышне кĕртесси».
Экологи
Çÿп-çап, каяш ыйтăвĕ — юлашки вăхăтра çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри, вăл пресс- конференцире те сиксе тухрĕ. Çÿп-çапа уйăрса тирпейлемелли заводсем мĕншĕн çук?
«Ыйтăвĕ ансат, анчах лару-тăру кăткăс, — терĕ Владимир Путин. — Эпир нихăçан та ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлемен. Вун-вун çул çÿп-çапа çырмана пăрахнă. Промышленноç аталаннă май ăпăр-тапăр, каяш нумайланчĕ. Пĕр харăс халĕ темиçе ыйтăва татса пама тивет: саккунсăр çÿп-çап куписене пĕтермелле, тирпейлекен индустрие ĕçе кĕртмелле… Патшалăхăн çÿп-çапа уйăрса пуçтарма, унтан ăна уйрăм тирпейлеме условисем туса памалла».
Çакна шута илсе 2020 çулччен çĕршывра 200 завод хута ямалла. «Паллах, ку çителĕксĕр, анчах хальлĕхе 200 тăвĕç», — терĕ Владимир Путин. Малалла вулас...
Валентина БАГАДЕРОВА.
Комментари хушас