«Анне выльăх пăхма вěрентрě, атте — техникăна юратма»

21 Раштав, 2018

Ача мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшне пĕр-пĕр ĕçре пулăшса çитĕннĕрен ăсталăх вăрттăнлăхĕсемпе кунран-кун çывăхрах паллашать ÿссен хăй кам пуласса пĕчĕк чухне уçăмлăн палăртма тăхтать-ха . Çулсем иртнĕçемĕн пулас професси ăна ытларах та ытларах килĕшме тытăнать — иленÿ илĕртĕве çаврăнать. Хăшĕ-пĕри юратнă специальноçа алла илсен те пĕр-пĕр сăлтава пула хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслет. Анчах вăхăт çитсен чун-чĕре суйлани çĕнтеретех. Шупашкар районĕнчи Эсеккассинче пурăнакан Валерий Анатольев фермерпа та çапла пулса тухнă.

«Анне Галина Васильевна ĕмĕрĕпех хуçалăх ферминче выльăх пăхрĕ. Эпир 4 хĕрпе 3 ывăл çитĕнтĕмĕр. Пĕри те ăна пулăшмасăр тăман, — аса илчĕ ачалăхне Валерий Вячеславич. — Йывăр тăпри çăмăл пултăр — анне 3 çул каялла пирĕнтен уйрăлчĕ. Выльăх ĕрчетессипе çыхăннă специальноçсене — зоотехникпа ветери-нара, осеменатора — ятарласа вĕрентеççĕ. Çĕр-çĕр пуç мăйракаллă шултра выльăх усракан хуçалăхсенче пур вĕсем. 15-20 ĕне пăхакан фермер пĕрне тытса тăма та вăй çитереймест паллах. Çавăнпа пĕтĕм ыйтăва хамăрăн татса пама тивет. Кунта теорирен ытла практика пĕлĕвĕ кирлĕ. Анне хăй мĕн пĕлнине йăлтах пире парса хăварнăшăн паянхи кун та ырăпа тав туса аса илетĕп».
Килте çитĕннисем çук чухне аппăшĕсем тăваттăшĕ те амăшĕ вырăнне юлса шăллĕсемшĕн тăрăшнă. Валерий вара кĕçĕннисемшĕн тĕслĕх шутланнă. Апаш шкулне 8 çул çÿренĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти техучилищĕре монтажник, сварщик, кирпĕч хуракан ăста пулма хатĕрленнĕ. Вăхăта сая яман йĕкĕт — пĕр вăхăтрах водителе те вĕреннĕ. Каярах Кÿкеçре пĕлÿ илсе механизатор пулса тăнă. Техникăна юратасси ывăлĕсене ашшĕнчен Вячеслав Анатольевичран куçнă. Вăл тăван колхозра тивĕçлĕ канăва тухичченех «хурçă ута» çÿретнĕ. Шĕкĕр турра, пурăнать-ха, 76 çулта.
Валерий Вячеславич чылай çул йĕрке хуралĕн тытăмĕнче вăй хунă. Анчах каярах юлса та пулин ку ĕç унăн валли маррине ăнланса илнĕ. «Килте пулманпа пĕрехчĕ, — терĕ вăл. — Ачасем епле çитĕннине сисместĕмччĕ. Канупа уяв кунĕсене чылай чухне çемьепе пĕрле ирттерейместĕмччĕ. Ĕçрен кайсан мăшăрăм Надежда Григорьевна питĕ савăнчĕ. Шупашкар хĕрĕ вăл. Çуллахи каникул кунĕсене мĕн пĕчĕкрен амăшĕн Шорккаран пирĕн яла качча килнĕ аппăшĕ патĕнче ирттернĕрен эпĕ ăна сахал мар тĕл пулнă. Куç хывнă ĕнтĕ /ăшшăн йăл кулать — В.Г./. «Хулара питĕ шавлă, кунтах лайăх», — тет Надя. Ял пурнăçне кăмăлланăшăн, мăшăр пулма килĕшнĕшĕн питĕ савăнтăм. Эпир тăван ялта тĕпленме шухăш тытнăшăн атте те питĕ хĕпĕртерĕ. Вăл ерçмен е каннă вăхăтра унăн тракторĕпе урăх механизаторсем ĕçленĕрен питĕ кăмăлсăрччĕ. «Техникăна хисеплемеççĕ, çĕмĕреççĕ. Ывăлăм, сана çитеймеççĕ ĕнтĕ», — тетчĕ. Колхоз фер-минче выльăхсене тракторпа апат валеçсе параттăм. Атте пурăнакан кил урлă ларакан пĕчĕк çеç çурта вырăнĕпех туянса çĕнни хăпартрăмăр. Çавăн чухне техучилищĕре илнĕ пĕлÿ питĕ пулăшрĕ.
Тăван хуçалăх юлашки çулсенче ĕç укçине чакарнăран чылайăшĕн кăмăлне тивĕçтерейми пулчĕ. Эпĕ те шухăшлама тытăнтăм: «Çынсем хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шикленмеççĕ. Эпĕ мĕнрен кая? Колхозра комбайн салатса пуçтарса курнă. Пĕтĕм техникăпа ĕçлеме пултаратăп. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те ют мар». Апаш ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă май çынсемпе ĕçлеме çăмăл маррине ăнланатăп. Ĕне пăхма лайăхрах пулĕ. Ăна çителĕклĕ апат пар та — мăштах тăрать. Çапла майпа пĕлтĕр хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕм, грант илтĕм».
Бизнес-планпа килĕшÿллĕн фермăра 10 ĕне, 5 вăкăр пулмалла. Тĕллеве пурнăçлама халĕ майсем çителĕклĕ. Кăçал 40-45 пуç выльăх вырнаçмалăх çĕнĕ вите хута янă. Эпĕ пулса курнă кун фермер Шупашкар районĕн администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалистне Георгий Миронова унпа паллаштаратчĕ. «Çакă-и вăл? — тĕлĕнет Георгий Васильевич. — Хăтлă та ăшă пулĕ. Айтăр кĕрсе курар шала». Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.