Левина çырлахтартăм-ши – ĕçрен кăларса ямарĕ
«Хыпар» тĕпелĕнче паян — хресчен çемйинче çитĕнсе правительствăра карьера тунă, хĕвĕшÿллĕ 1991 çулта политикăпа экономика реформисем пуçлансанах унтан кайнă Петр МИТРОФАНОВ. Унпа калаçатпăр.
ГЭС — чĕререх
— Петр Митрофанович, эсир Чăваш АССР Министрсен Канашĕнче 23 çул ĕçленĕ. Унта мĕнле лекрĕр?
— Вырнаçма ĕмĕтленмен те — Министрсен Канашĕн Председателĕн промышленноçпа строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ Петр Левин хăйĕн пÿлĕмне чĕнчĕ. Манпа çур сехет калаçсан пулăшуçинче ĕçлеме ыйтрĕ.