Левина çырлахтартăм-ши – ĕçрен кăларса ямарĕ

«Хыпар» тĕпелĕнче паян — хресчен çемйинче çитĕнсе правительствăра карьера тунă, хĕвĕшÿллĕ 1991 çулта политикăпа экономика реформисем пуçлансанах унтан кайнă Петр МИТРОФАНОВ. Унпа калаçатпăр.

ГЭС — чĕререх

— Петр Митрофанович, эсир Чăваш АССР Министрсен Канашĕнче 23 çул ĕçленĕ. Унта мĕнле лекрĕр?

— Вырнаçма ĕмĕтленмен те — Министрсен Канашĕн Председателĕн промышленноçпа строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ Петр Левин хăйĕн пÿлĕмне чĕнчĕ. Манпа çур сехет калаçсан пулăшуçинче ĕçлеме ыйтрĕ.

— Вăл сире мĕнле тупнă?

— Петр Алексеевич çын шыранине кура арăмĕ, 2-мĕш стройтрестра ĕçленĕскер, ман çинчен пĕлтернĕ-тĕр. Ун чухне эпĕ 28 çулта пулнă, комсомолецсене ертсе пырса пĕлÿ-хăнăху пухнăччĕ. Пирваях Левина: «Ĕçлейĕп-ши?» — терĕм. «Вĕрентекене итлесен, хăв тăрăшсан пур ĕç те пулса пырĕ», — шанăç кÿчĕ вăл. Хăйĕн патне куçма çине тăрсах ыйтрĕ — килĕшрĕм. Малалла вулас...

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.