Чăвашла пĕлни Стамбулта пулăшнă
Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин таврапĕлÿпе наци литературин пайĕнче «Палланă ятсем — интереслĕ кĕнекесем» акци иртрĕ. Унта Шупашкарти 66-мĕш ача садне çÿрекенсем тата 62-мĕш шкул вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Ачасем Людмила Николаева поэтпа тĕл пулчĕç.
Людмила Петровна ача-пăча сăввисем çырать. Вăл Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм ялĕнче вĕрентекенсен çемйинче çуралнă. Шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Малтанах Шупашкар районĕнчи Ишек шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ, унтан — Шупашкарти 62-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине.
Унăн пирвайхи сăввисем 2003 çулта «Нарт-нарт кăвакал» кĕнекере кун çути курнă. Çулталăкран вара «Пĕчĕк туссем» кĕнекере Николай Карай тата Надежда Силпи сăввисемпе пичетленнĕ. Çав кăларăм «Çулталăкри чи лайăх кĕнеке-2014» республика конкурсĕнче, «Ача-пăча кĕнеки» номинацире çĕнтернĕ. 2005 çулта унăн «Сывлăм ăçтан тупăнать?» сăвăсен пуххи пичетленсе тухнă. «Кĕр парни» кĕнекинчи чылай сăвва вара вырăс чĕлхиллĕ шкулсен учебникне кĕртнĕ. Поэтăн ĕçĕсемпе «Тетте» журналта та паллашма пулать.
Людмила Петровна пĕчĕккисене хăйĕн ачалăхĕ пирки каласа пачĕ. Сăвă çырма вара вăл чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçласан кăна тытăннă иккен. Шкул çулне çитменнисем поэтăн сăввипе физкультура минучĕ туса илчĕç. Виççĕмĕш класра вĕренекенсем вара унăн вырăсла сăввисене пăхмасăр вуласа пачĕç.
— Чĕлхе вĕренни питĕ кирлĕ, — терĕ Людмила Николаева.
Чăвашла пĕлни ăна пĕррехинче çав тери пулăшнă-çке. 2005 çулта вăл театр труппи йышĕнче «Стамбул — театр уçлăхĕ» пĕтĕм тĕнчери театрсен фестивальне хутшăннă. Çавăн чухне чăваш тата турккă чĕлхисенчи чылай пĕрпеклĕхе асăрханă.
— Пирĕн яланах тĕллев лартмалла та ăна пурнăçа кĕртмелле, — тет поэтесса.
Шăпах çак паха ен пулăшнипе вăл акă нумай çул ĕнтĕ П.Хусанкай Культура керменĕнчи И.С.Максимов-Кошкинский ячĕллĕ халăх театрне, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Нина Панинăн студине çÿрет.
Людмила Петровнăна ачасем питĕ кăсăкланса итлерĕç. Вăл тăхăннă чăваш тумĕ пирки те ыйтса пĕлчĕç. Тĕлпулу пурне те савăнăçлă кăмăл парнелерĕ.
Татьяна ЗАХАРОВА.
Комментари хушас