«Ыратнине пăхмасăрах ташлама тиврĕ»

Семеновсен çемйинче пепке çуралсан ăна Даяна е Даниэла ят хурас ыйту тăнă. Çемье пуçĕ иккĕмĕш ятне ытларах килĕштернĕ. Пĕчĕк Даниэла ашшĕ-амăшне савăнтарса, таврари çынсене ыркăмăллăхĕпе тата пултарулăхĕпе тĕлĕнтерсе ÿсет. Хĕрача халĕ Шупашкарти 37-мĕш шкулта 6-мĕш класра вĕренет.

Республика, Раççей, пĕтĕм тĕнче шайĕнчи конкурссенче те палăрма ĕлкĕрнĕ-ха вăл. Аслă çын пекех ăслă шухăшлаканскер кашни çынна витĕр курать тейĕн. Чăнах та, тĕлĕнсе пĕтерме çук унран. Çитĕнÿ ахаль килменнине ăнланать, çавăнпа ÿсĕм тăвас тесе вăйне те, вăхăтне те хĕрхенмест. Çапах та манпа калаçма вăл пушă вăхăт тупрĕ-тупрех.

— Кăмăл-туйăм мĕнлерех-ха, Даниэла?

— Аванах. Репетици хыççăн кăштах ывăнтăм кăна.

— Ташă лартма хатĕрлентĕн-и?

— Çапла.

— Эпĕ ăнланнă тăрăх, ташă — тĕп иленĕвÿ. Хăш тĕсĕ сана çывăхрах? Унпа хăçан туслашрăн?

— Ташă — маншăн пĕтĕмпех! Вăл питĕ илемлĕ-çке, кĕлеткешĕн те, чуншăн та усăллă. Ташланă вăхăтра чĕре юрлать, ыттине йăлтах манатăн. Пĕрремĕш хут мана Трактор тăвакансен культура керменне тăхăр çулта илсе кайнăччĕ. Унти ташă урокĕсене çулталăк çÿрерĕм. Кайран анне ман валли ятарлă педагог тупнă, Татьяна Протопоповăпа /Кузьминапа/ виçĕ çул ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Хамăн çитĕнÿсемшĕн ăна чунтан тав тăватăп. Хĕвел тухăç енчи ташăсене уйрăмах кăмăллатăп. Тĕрĕссипе каласан, Тухăçпа çыхăнни йăлтах илĕртет мана.

— Çав вырăнсенче пулса курас килмест-и? Тен, хăçан та пулин Тухăçри пĕр-пĕр çĕршывра пурăнма ĕмĕтленетĕн?

— Пурăнас тесен Чăваш Енре те япăх мар. Çулла çемьепе, тен, Индие çитсе курăпăр. Мана унти халăхăн тумтирĕпе капăрлăхĕсем питĕ-питĕ, ăса çухатмалла килĕшеççĕ.

— Инди фильмĕсене те курма юрататăн пуль-ха?

— Тĕрĕс. Халĕ «Империя Кюсем» пăхатăп.

— Эсĕ пĕр вырăнта ларакан хĕрача мар пек. Хăвăн пултарулăхна кăтартас тĕлĕшпе ăçта-ăçта çитме тÿр килчĕ?

— Ытларах — Шупашкарта. Чулхулара «Раççей таланчĕсем» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Йошкар-Олара темиçе те пултăм, пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсем çĕнсе илтĕм. Манăн мăнаçлăхăм вара — пĕтĕм Раççейри «Виртуозы» ташă фестиваль конкурсĕнче çĕнтерни. Пысăк кĕтменлĕхчĕ ку.

— Уявсене час-часах çÿренĕрен чăваш эстрадин чылай артистне паллатăн ĕнтĕ. Хăшĕнпе хутшăнма уйрăмах кăмăллă?

— Çапла, нумайăшне пĕлетĕп. Эпĕ Евгений Кузнецов пултарулăхне килĕштеретĕп. Унпа сăмахлама питĕ аван. Час-часах пултарулăх е унăн юррисем пирки калаçатпăр. Эпĕ ăна камăн концертĕнчен мĕнле кăмăл-туйăмпа тухнине каласа кăтартатăп, хамăн шухăша пĕлтеретĕп.

— Халĕ мĕнле шухăшпа пурăнатăн?

— Çывăх вăхăтра концерта хутшăнас-шăн-ха. Вероника Пинеслу чăвашла шăрантаракан «Зуби-зуби» юрăпа ташă хатĕрлетĕп.

— Тин кăна хăйсенче çак пултарулăха асăрханисене мĕн сĕнетĕн?

— Хаклă вулакансем, сирĕн ташă кружокне çÿремеллех. Мĕншĕн тесен вăл кĕлеткене тĕрĕс тытма хăнăхтарать. Тата ăна пула вăй-хал тапсах тăрать!

— Пирĕн ташăçă мĕнпе апатланать-ха?

— Пĕтĕмпех сахалшар, виçине пĕлсе çиетĕп. Тĕрĕс апатланас тесен тăтăш, анчах нумай мар çимелле теççĕ тухтăрсем. Манăн рационта ытларах — купăста тата панулми.

— Аш-какай вара?

— Чăх тата кролик кăна.

— Ташă вăхăтĕнче мĕнле те пулин пăтăрмах сиксе тухни пулнă-и?

— Паллах. Пĕррехинче урана тăхăннă сулă ÿте кастарса кĕчĕ. Ыратнине пăхмасăрах ташлама тиврĕ. Юн тухнине пула ура кĕлли шуса кайрĕ, чутах ÿкмерĕм.

— Эх… Йывăрлăхсене парăнтарма çăмăлах мар пулĕ?

— Нихăçан та çăмăл пулмасть. Юрать-ха аттепе анне яланах мана пулăшма, хавхалантарма хатĕр.

— Çывăх çынсемпе пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнни аван ĕнтĕ. Çапах та хăш чухне хирĕçÿсем пулкалаççĕ-и?

— Паллах, кирек епле çемьере те хирĕçÿ тухкалать. Манăн анне питĕ ăслă. Эпĕ ăна чунра пуçтарăннине йăлтах каласа паратăп. Вăл тимлĕ итленĕ хыççăн çав тери лайăх сĕнÿ-канаш парать — ун çумĕнче ыттисем «канаççĕ кăна».

— Санăн пурнăç девизĕ мĕнлерех янăрать?

— «Яланах мĕнле пур, çапла кала». Эпĕ тÿрĕлĕхе юрататăп.

— Çын санран мĕн те пулин пытарнине тÿрех асăрхатăн-и?

— Çапла. Куçĕсем «чупкалама» пуçланинченех паллă çакă.

— Питĕ ăслă хĕрача пек туйăнатăн. Юлташусем час-часах сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ пуль?

— Пур вак-тĕвек ыйтупа та пыраççĕ. Темĕн пирки те калаçма пултаратпăр çапла. Эпĕ тĕрлĕ çынпа хутшăнма питĕ юрататăп. Паллăскер-и вăл, ахальскер-и, пуян-и е чухăн — ку пĕлтерĕшлĕ мар, маншăн пурте пĕрех.

— Этемĕн хăш енĕсене хаклатăн?

— Тĕрĕслĕх — тĕп вырăнта.

— Пĕрре суйнă çынна каçарма пултаратăн-и?

— Пултаратăп. Тен, унăн çавна валли сăлтав пулнă? Тĕрĕссине те калама пулатчĕ ĕнтĕ…

— Санăн час-часах репетицие çÿремелле. Вĕренме вăхăт çитет-и?

— Репетицие эрнере 3 хутчен каймалла, ытти кунсенче вара килте онлайн мелпе хатĕрленетĕп. Вĕренме вăхăт çитет, уçăлса çÿреме вара — çук.

— Халĕ ун пирки калаçма иртерех пулĕ-ха, çапах та мĕнле шухăшлатăн: ватлăх кунĕсенче ачалăх тесен санăн куç умне чи малтанах мĕнле ÿкерчĕк килĕ?

— Пĕрремĕш хут пысăк сцена çине тухни. Ун чухне питĕ хăранипе хытă чĕтренĕччĕ эпĕ.

— Халĕ вара сцена çинче хăвна шыври пулă пекех тытатăн. Маттур! Санăн шухăшпа, этем çĕр çине мĕн тĕллевпе çуралать-ши?

— Хăйне юратма, таврари çынсене хисеплеме, хăйĕн тĕнчине упрама. Ку питĕ йывăр ыйту, ун пирки тата тарăнрах шухăшлама пулать.

 — Вулакансене мĕн сунас килет?

— Хăвăра юратăр тата упрăр!

— Тавах интереслĕ калаçушăн, Даниэла. Пултарулăхри çитĕнĕвÿсем ÿссех пыччăр.

— Сире те тав!

Лариса ПЕТРОВА.

Семеновсен çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.