Вырăс ачисене чăвашла калаçтараççĕ
2017 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕнче «Кала-ха» вĕренÿ кĕнеки тăрăх уроксем ирттерессин уйрăмлăхĕсем» темăпа ăслăлăх семинарĕ иртрĕ. Унта 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен шкулĕсенче 30 вĕрентекен хутшăнчĕ.
Семинара Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕрентĕвĕн центрĕ йĕркелерĕ. Шкулпа паллашнă хыççăн чи малтан Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕн чăваш чĕлхи учителĕ Любовь Севрикова 1-мĕш класс ачисемпе «Çуралнă кун» темăпа йăлана кĕмен урок ирттерчĕ. Ăна çавра сĕтел евĕр йĕркеленĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе калаçса тутлă кукăльпе, пылак сĕткенпе, канфет-премĕкпе хăналанчĕç. Тĕп тĕллев — 1-мĕш класра вĕренекенсене чăвашла калаçма хăнăхтарасси. Любовь Константиновна çак ĕçе сăвă-юрă, тĕрлĕ хускану тата вăйă урлă туса пычĕ.
Кĕске тăхтав хыççăн Çĕнĕ Шупашкар хулин чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем А.А. Такина — «Атьăр вылятпăр!», В.Е. Григорьева — «Çурхи çанталăк», О.Р. Ильина — «Кун йĕрки», Н.К.Игнатьева «Этнер кил-йышĕ» темăсемпе ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç. Учительсем ытларах чăвашла калаçрĕç, япаласем кăтартрĕç, вĕсене чăвашла калаттарчĕç, вăйă мелĕсемпе анлă усă курчĕç.
Уроксем хыççăн ĕçтешсем уроксене сÿтсе яврĕç, вĕрентекенсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.
А.В. Блинов Меслет кĕнекин авторĕ учебник пахалăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вĕренÿ кĕнекине Ю.Е. Анисимова, А.В. Егорова, Н.Р. Григорьева вĕрентекенсем хатĕрленĕ ĕçсемпе хайлавсене кĕртнĕ. Кăçал ку кĕнекепе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен 17 шкулĕ сăнавлă ĕçлет. Учительсемшĕн те ку çĕнĕлĕх.
2-мĕш класс валли «Кала-ха» вĕренÿ пособине çырса пĕтернĕ. Кăçал ăна пичетлесе кăларĕç. Çитес вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче кĕнеке шкулсене çитмелле.
Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Малашне çакнашкал ăсталăх урокĕсем «Кала-ха» кĕнекепе ĕçлекен Шупашкар хулин шкулĕсенче иртĕç.
Геронтий НИКИФОРОВ.
Комментари хушас