Пуçра - ăс, алăра - ĕç
Çулла вĕсен хапха умĕ те чечек ăшне путать. Картиш, пахча тĕрлĕ тĕслĕ кавирпе витĕнеççĕ тейĕн. Садра касса сайралатнă улмуççи туратне те сăрласа куçа илĕртмелле капăрлатаççĕ Канаш районĕнчи Сителте пурăнакан Кирилловсем.
Хĕлле те вĕсен кил-çуртне инçетренех уйăрса илетĕн. Урамри мăшăр хурăн тăрринче аистсем "йăва" çавăрнă. Вĕсен кĕлеткисене унта ятарласа вырнаçтарнă, амăшĕпе чĕпписем валли çатан йăвана кил хуçи хулăран авса çыхнă. "Кунашкал илеме ман мăшăр ăсталама кăмăллать, темĕн те шухăшласа тупать. Ыйтсан — пулăшатăп", — тет Андрей Кириллов. Сăпайлăскер ытлашши сăмах ваклама юратмасть. Тимĕре шăратса эрешсем ăсталанă чух та хăйне чăрмантарнине кăмăлламасть. Ытларах хĕлле ĕçлет, сак, чуччу, беседка, мангал, хапха тата ытти те тăвать, сăрласа сăн кĕртет. Çакна валли кирлĕ ĕç хатĕрĕсене /станоксене\ те вăл хăех пуçтарнă. "Пенсионер пулнă май пушă вăхăта мĕнле те пулин ирттермелле вĕт", — тет.
Хальччен Андрей Кириллов шалти ĕçсен тытăмĕнче тăрăшнă. Сержант районта, чукун çул транспорчĕ çинче, Çурçĕрте те ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Тивĕçлĕ канăва старшина званипе тухнă. Ун чухне тимĕрпе аппаланма вăхăт пулман. Юлашки виçĕ çул вара килти мастерскойĕнчен тухма пĕлмест /вăхăтăн-вăхăтăн инçете ĕçлеме кайса килнисĕр пуçне\. "Йывăçпа танлаштарсан тимĕр йывăр япала, чунсăр пек туйăнать", — тетĕп ăстана калаçтарас тĕллевпе. "Йăнăшатăр, — тăхтамасăр тÿрлетет вăл мана. — Çапла, йывăç — ăшă, металл — сивĕ. Анчах ăна ăшăтнă май "чун" кĕртетĕн". Малалла вулас...
Комментари хушас