Парăма кĕмесĕр, хăйсен вăйĕпе

"Пирĕн хуçалăх çурхи акана тухма хатĕр. Топливо, удобрени туяннă. Мĕнпур вăрлăх кондициллĕ. Вăл сутмалăх та пур", – тет Комсомольски районĕнчи "Асаново" ЯХПК ертÿçи Александр Бахтеров.

Чăн сăмахăн суйи çук. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕ акара çулсерен элита, пĕрремĕш тата иккĕмĕш репродукциллĕ вăрлăхпа кăна усă курма тăрăшать. Çавна кура тухăçа та ÿстерсе пырать. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 27% ытларах тырă пуçтарса илнĕ, гектарти вăтам тухăç 33,4 центнерпа танлашнă. Уйрăм лаптăксенче кăтарту 40 центнертан та иртнĕ.

Республикăн кăнтăр районĕсенчи хура çĕр çинче тухăçа ÿстерме пулать тейĕ хăшĕ-пĕри. Александр Николаевич унашкал шухăшлисене тÿрех пÿлет. "Асаново" хуçалăх хура çĕр çинче тырпул ÿстерет тесе калаймăн, ыттисеннипе танлаштарсан кунти тăпра пулăхлăх тĕлĕшĕнчен чухăн. Унсăр пуçне тавралăх çырма-çатраллă, тÿрем вырăн сахал. Ун пек лаптăк чи пысăкки те 146 гектар кăна. Çĕр пичĕ тикĕс пулманран /тĕллĕн-тĕллĕн улăп тăпри те пур\ уй вĕçне тĕрĕс тĕллесе гербицид сапма та йывăр. Çырма-çатраллă вырăн тăпрана шывпа юхтарать. Чăрмав нумай, анчах хуçалăх пиллĕкмĕш çул банкран кредит илмесĕр хăйĕн вăйĕпе аталанать.

Ун умĕнче парăм пач çук тееймĕн, 2012 çулта техника паркне çĕнетме пулăшу илнĕ, уншăн кварталта 70 пине яхăн тенкĕ тÿлеççĕ. Унтанпа текех кивçене кĕмен. Нумаях пулмасть выльăха апатлама пулăшакан "Триолет" смеситель туяннă. Фермăра сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă. Унсăр пуçне погрузчик илнĕ. Пĕлтĕр тырă упрамалли хуралтă тунă. Хуçалăх тупăшлă ĕçлемесен умри тĕллевсене пурнăçлаймăн. Аса илес пулсан 2014 çулта техника паркне 7 млн тенкĕлĕх çĕнетнĕ, иртнĕ çул – 3,5 млн яхăн.

Тупăшăн пысăк пайĕ – сĕтре

Александр Николаевич палăртнă тăрăх, мĕнпур тупăшăн 75 процентне сĕт производстви парать. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен кунне 24 кг сĕт сăваççĕ /сăвакан ĕне йышĕ – 160, пĕтĕмĕшле выльăх 500 пуçа яхăн\. Çак кăтарту районта кăна мар, республикăра та чи пысăккисенчен пĕри. Пĕлтĕр çулталăкне кашни ĕнерен вăтамран 7439 кг сĕт сунă, виçĕм çул – 7900 кг ытла, 2014 çулта сăвăм виçи 8000 килограмран иртнĕ. Малтанхи вăхăтрипе танлаштарсан кăтарту кăшт пĕчĕкленнĕ, ку пĕлтерĕшлĕ сăлтавсемпе çыхăннă.

Унсăр пуçне ял хуçалăх предприятийĕ халăхран та сĕт пуçтарать. Кунсерен – 3 тонна та 400 кг таран. Тепри пулсан çырма-çатраллă ялта лавсемпе /урамсене машинăпа кĕрсе тухма йывăр\ çÿресе нушаланмасть. "Хĕллехи вăхăтра хуçалăхра пур çынна та ĕçпе тивĕçтерейместпĕр. Çавăнпа сĕт укçипе те пулин пурнăçа сыпăнтарса пыччăр тетпĕр. Ку тĕлĕшпе пирĕн тупăш илес тĕллев çук. Ял пушанса ан юлтăр, çынсем яланхи пекех выльăх усраччăр. Ăна тытма пăрахсан хуçалăхăн тырри сутăнмасть тата ытти те. Капла çыхăну татăлать", – тет ертÿçĕ.

Чăн та, Асанкассисем выльăх йышлă усраççĕ. Хушма хуçалăхра пĕр ĕне тытакан сахал, вăтамран – 2-3 е ытларах. Ял халăхĕнчен "Асаново" хуçалăх пек сĕт нумай пуçтаракан урăх çук районта. Çынсене вăл пахалăхне кура кашни 15 кунран тÿлет. Уйăхсерен çакна валли 1,5-2 млн тенкĕ тухса каять. Александр Николаевич палăртнă тăрăх, халăх сĕтĕнче çу шайĕ пысăк – 4% çитет, анчах белок сахалрах. Ферма выльăхĕн пач хирĕçле. Белоклă сĕтшĕн чылай нумайрах хушса тÿлеççĕ, çуллăхĕшĕн – сахал. Ял çыннинчен пухнă сĕтре антибиотик тупса палăртнă тĕслĕх те тĕл пулать. Унашкалли сортсăр шутланать, вăл йÿçменрен кефир, йогурт тата ытти çимĕç хатĕрлеме юрăхсăр. Çавăнпа сĕте вăл е ку хакпа ăсатнă тесе тÿрех татса калаймăн. Çапах та хальхи вăхăтра унăн пахалăхне кура 1 килограмне вăтамран 22 тенкĕ те 50 пуспа пуçтарнă теме пулать.

Кооперативра тăрăшакансем шалăва вăхăтра илеççĕ. Вĕсен уйăхсеренхи вăтам ĕç укçи 20 пин тенке яхăн, дояркăсен, ытти ĕçченĕн ытларах та. Налуксене те патшалăха туллин тÿлесе пынине асăнать ертÿçĕ. Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, 6 млн яхăн куçарнă, çăмăллăх пулăшăвне /сунă сĕтшĕн, çĕре акса сухаланăшăн, элита вăрлăхшăн тата ыттишĕн паракан субсиди саплаштарăвне шутласан\ чылай сахалрах илнĕ. Фермерсемпе пысăк ял хуçалăх холдингĕсене ытларах пулăшма тăрăшни те шухăшлаттарать.

Пултаруллă ертÿçĕ ĕçне патшалăх пысăка хурса хакланă. Пĕлтĕр Александр Бахтерова "ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятпа хавхалантарнă.

Унччен те кунта инженерта, механикра тăрăшнă. Халĕ те хăех пуçлăх, агроном, инженер, водитель, снабженец пулнине палăртать. Агроном тенĕрен, кам мĕн чухлĕ акнине ГЛОНАСС тытăмĕ урлă уя тухса навигаторпа виçет. Хуçалăхра кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăни пирки ыйтсан малтан çакă хăйне пăшăрхантарнине пытармарĕ. Ара, Асанкасси ялĕ те ватăлса пырать. Анчах юлашки вăхăтра ĕçе механизацилени пулăшать. Çурхи акара вăрлăха михĕсемпе йăтмалла мар. Погрузчик хăех тиет, машинăран сеялка çине куçарать. Фермăра та апата выльăха техникăпа усă курса параççĕ. Унта дояркăсемпе выльăх пăхакансем кăна кирлĕ. Юлашки вăхăтра ĕне сăвакансен йышне те чакарнă, ултă çынран тăваттă хăварнă.

"Ял хуçалăхĕнче фермер, холдинг, кооператив та кирлĕ. Анчах вĕсене пурне те пулăшмалла. Вăрманта пурте ÿсет, вĕсемшĕн сывлăшĕ, хĕвелĕ çителĕклĕ. Çакна кура хам та уйри пĕр лаптăкра 3 тĕрлĕ тырă акма пултаратăп. Пурте пысăк тухăçпа савăнтараççĕ. Гербицид сапма кăна чăрмавлă. Çапах та пурнăçра пурне те тĕрĕслесе пăхас килет", – сывпуллашнă май ĕçри çĕнĕлĕхпе паллаштарма манмарĕ ертÿçĕ.

Ирина НИКИТИНА.

Ирина Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.