Archive - 12 May, 2017 - Хыпар

Date

Шупашкарти 2-мĕш гимназире 10-мĕш класра вĕренекен Евгений Иванов акцие хăйĕн аслашшĕпе Василий Ивановичпа килнĕ. Унăн аллинче — мăн аслашшĕн Иван Клементьевăн тата мăн кукашшĕн Василий Кунинăн портречĕсемлĕ штендерсем. «Кунта мĕн чухлĕ халăх килнине курсан пĕр тĕлĕнтĕм, пĕр савăнтăм», — чунне уçрĕ Евгений асăннă мероприятие пĕрремĕш хут хутшăннине палăртнă май.

Хальччен вăл аслашшĕн шăпипе питех кăсăкланман. «Санăн аслаçу паттăр, вăйлă çын пулнă, офицерăнни пек кăкăр тулли орден-медальччĕ унăн», — тенĕ-ха ашшĕ. Анчах мăнукĕ çак сăмахсене темшĕн ăса хывман.

Ял çыннисене медицинăн паха пулăшăвне парас тĕлĕшпе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пуçарăвĕпе ял-салари медицина организацийĕсене врачсен мобильлĕ бригадисем çитнĕ.

 Кунашкалли питĕ сайра пулать, Элĕк районĕнчи Йăлкăшри Алексей Трофимов фронтовика çак телее курма пÿрнĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче ăна район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Любовь Артемьева, Элĕк район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Альбина Борисова тата Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Павлов 100 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă.