Archive - 5 May, 2017 - Хыпар

Полици генерал-майорĕ Сергей НЕЯСКИН ЧР Шалти ĕçсен министерствин тилхепине тытнăранпа ака уйăхĕн вĕçĕнче çулталăк çитрĕ. Çак кунсенче журналистсене хăйĕн патне тĕлпулăва йыхравланине те вăл шăпах çакăнпа — министр должноçĕнчи çулталăка пĕтĕмлетес тенипе — сăлтавларĕ.

Раççей Генеральнăй прокурорĕн хушăвĕсемпе Чăваш Енри районсен виçĕ прокурорĕн полномочисен вăхăтне тăснă, пĕр прокурора вара должноçран хăтарнă.

РФ строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Мень «Аргументы и факты» хаçата панă интервьюра регионсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен çурт-йĕрне лайăхлатма федераци бюджетĕнче 4,5 млрд тенкĕ пăхса хăварни çинчен пĕлтернĕ.

Министр 8 çулта 300,4 пин ветеранпа вĕсен çемье членĕсене хăтлă хваттерпе е кил-çуртпа тивĕçтернине палăртнă.