12 Çу, 2017
Йăлтах медаль тупнинчен пуçланнă
Хальччен вăл аслашшĕн шăпипе питех кăсăкланман. «Санăн аслаçу паттăр, вăйлă çын пулнă, офицерăнни пек кăкăр тулли орден-медальччĕ унăн», — тенĕ-ха ашшĕ. Анчах мăнукĕ çак сăмахсене темшĕн ăса хывман.