Патăрьелрен – Етĕрнене

Етĕрне районĕн прокурорĕн пуканĕ пушаннăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ — çак должноçа кам йышăнасси паллă та.

Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн хушăвĕпе Етĕрне районĕн прокурорĕн должноçне юстицин аслă советникне Юрий Фуражникова уйăрса лартнă. Çапла вара Юрий Алексеевич ентешĕсемпе /вăл 1962 çулта Патăрьел районĕнчи Еншик ялĕнче çуралнă/ сыв пуллашать. Тепĕр тесен прокурорсемшĕн вырăнтан-вырăна куçасси — хăнăхнă пулăм. Юрий Фуражников та 1990 çулта Комсомольски районĕн прокурорĕн пулăшуçин стажерĕнче ĕçлеме пуçланă та — кайран Елчĕк районĕн прокурорĕн, Шăмăршă районĕн прокурорĕн должноçĕсене йышăннă. 2007 çултанпа Патăрьел районĕнче саккунлăх «хуралçи» пулнă.

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.