Мăн аслашшĕ çинчен — сайтра

Шупашкарти 2-мĕш гимназире 10-мĕш класра вĕренекен Евгений Иванов акцие хăйĕн аслашшĕпе Василий Ивановичпа килнĕ. Унăн аллинче — мăн аслашшĕн Иван Клементьевăн тата мăн кукашшĕн Василий Кунинăн портречĕсемлĕ штендерсем. «Кунта мĕн чухлĕ халăх килнине курсан пĕр тĕлĕнтĕм, пĕр савăнтăм», — чунне уçрĕ Евгений асăннă мероприятие пĕрремĕш хут хутшăннине палăртнă май.

Унăн мăн аслашшĕ Иван Клементьевич Çĕрпÿ районĕнчи Уйри Пушарпуç ялĕнче 1912 çулта çуралнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче ăна фронта илсе кайнă. Стрелоксен 757-мĕш полкĕн рядовойĕ чылай çапăçăва хутшăннă. Хăюлăхĕпе паттăрлăхĕшĕн III степень Мухтав орденне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ. 1944 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Сталин хушăвĕпе Иван Клементьева Проня, Днепр юхан шывĕсем урлă каçнă тата Могилев, Шклов, Быхов хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннăшăн тав тунă. Çав Тав çырăвĕ, патшалăх наградисем панине ĕнентерекен документсем, çапăçура аманнине çирĕплетекен справка паянхи кун та Иван Клементьевичăн ачисен килĕнче упранаççĕ. Вĕсен копийĕсене тата мăн аслашшĕ пирки калакан информацие, унăн сăн ÿкерчĕкне Евгений Иванов «Вилĕмсĕр полк» акци сайтне вырнаçтарнă.

«Атте вăрçă пирки калаçма юратмастчĕ, çавăнпа унăн асаилĕвĕсене çырса юлман», — хаш сывларĕ Василий Иванов. Малалла вулас...

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.