Archive - 16 Пуш, 2017 - Хыпар

16 Пуш, 2017

Юхать «Çавал» юрри...

Юрă-кĕвĕ мĕн авалтан асамлă пулнă. Вăл çынна хавхалантарать, ĕçре пулăшать кăна мар, пурнăç çине урăх куçпа пăхма вĕрентет. Чирлĕ çынна та сиплеме пултарать. Лайăххине вĕрентет, ыррине парнелет. Ку тĕлĕшпе «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ чăн-чăн тупра вырăнĕнчех. Вăл чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, унăн пурнăçĕнчи пулăмсене сăнлакансенчен пĕри.

Пултарулăх сĕткенĕпе çитĕннĕ ачисем

16 Пуш, 2017

«Ĕç ялан чуна уçтăр»

Тăрăн ялĕнче пурăнакан, сакăрвун çиччĕри Евдоким Александрович Паймуков урамра утакан арçын ачасем еннелле тинкерчĕ. Хаваслă ушкăн çинчен çаплипех куçне илеймесĕр: «Хăшĕ-ши манăн юратнă мăнукăм, Даниил, чун савăнăçăм? Эхе, авă ăçта вăл!

16 Пуш, 2017

Тĕлĕнтермĕш класс

Хĕрÿ-çке çуркуннехи хĕвел. Çиçсе кулчĕ те пĕр тапхăр пĕтĕм пит-куçĕпе — тĕнче çуталса, ăшăнса кайрĕ. Кайăксем сарă куна мухтаса пин кĕвĕллĕ концерт пуçларĕç. Уçă чÿречерен çак илемлĕ сасă чуна ăшăлăх парнелерĕ. Пĕрремĕш классен, авă, рисовани урокĕ пуçланчĕ. Класс ертÿçи — Алена Феликсовна Александрова, вĕренекенсемпе яланхиллех калаçу пуçарчĕ.

16 Пуш, 2017

Хăрушă вăйă ачан пуçне минретет

Официаллă статистика хăратать: Раççейри çул çитмен 100 пин ачаран 16-шĕ хăйĕн çине алă хурать. РФ Следстви комитечĕн даннăйĕсене ĕненес тĕк, пĕлтĕр çул çитмен 720 ача хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлнă. Çак хăрушă утăма тума вĕсене мĕн хĕтĕртет? Вĕсем пурнăç çулĕ çине тăнă кăна-çке-ха. Ачи йăнăш утăм туни çывăх çыннисен пурнăçне ĕмĕрлĕхе çапса хуçать. Юлашки вăхăтра Интернетри соцсетьсенче «Кăвак кит» вăйă анлă сарăлни ашшĕ-амăшне те, йĕрке хуралçисене те сисчĕвлентернĕ. Ачасем хăйсем çине алă хунинче пуçа минретекен çак вăйă тÿпи те пур тесе шухăшлаççĕ. Анчах ăна пула шăпăрлан пурнăçран уйрăлнă пĕр тĕслĕхе те официаллă майпа палăртман-ха.

16 Пуш, 2017

«Эпир кайсан ялта кам юлĕ?»

Хăш-пĕр ялта çамрăксене кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн. Пачах çук мар-ха вĕсем. Чылайăшĕ пысăк укçа шыраса ют хулана шапаша каять. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялне çитсен вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Кунти «Коминтерн» ЯХПКра чылай çамрăк ĕçлет. 30 çула çитменнисем — 12-ĕн! Маттурсем! Ял аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ, тăван тăрăха юратаççĕ. Тепри пулсан ялта мĕн пур тесе хулана тухса тарĕччĕ…

Pages