Комментари хушас

16 Пуш, 2017

Юхать «Çавал» юрри...

Юрă-кĕвĕ мĕн авалтан асамлă пулнă. Вăл çынна хавхалантарать, ĕçре пулăшать кăна мар, пурнăç çине урăх куçпа пăхма вĕрентет. Чирлĕ çынна та сиплеме пултарать. Лайăххине вĕрентет, ыррине парнелет. Ку тĕлĕшпе «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕ чăн-чăн тупра вырăнĕнчех. Вăл чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, унăн пурнăçĕнчи пулăмсене сăнлакансенчен пĕри.

Пултарулăх сĕткенĕпе çитĕннĕ ачисем

«Лайăх ят мултан паха», — тенĕ чăваш халăхĕ. Çулсем иртĕç, ĕмĕрсем хыçа юлĕç — тăван халăха хăйĕн пурнăçне, пултарулăхне халалланă çынсем нихăçан та асран тухмĕç. Вĕсем çинчен эпир кăна мар, çамрăк ăру та пĕлмелле. Тивĕç те. Чăваш авалтанах ахах пек хаклă халăх сăмахлăхĕпе, ылтăнран та паха, нимĕнпе те виçейми юрри-ташшипе мăнаçланма пултарнă. Халăх сăмахлăхĕн пуянлăхне, юрри-ташшине ламран-лама илсе пырас тĕллевпе 1976 çулта А.С.Сергеев композитор тата юрăç «Çавал» ансамбль йĕркелесе янă.

Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртнĕ. Ансамбльте пултаруллă артистсем ĕçленĕ, пĕтĕм вăй-халне халăха панă. Зоя Ананьева, Галина Дмитриева, Иосиф Штиллер, Алексей Чернов, Валентина Смирнова, Иван Христофоров тата ыттисем те хăйсен пултарулăхĕпе хамăр тăрăхра çеç мар, республика тулашĕнче те куракансене савăнтарнă.

Эпир, туссем, çак ансамбль пурнăçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе мĕншĕн интересленнине калар-и? Кунта пирĕн анне Любовь Евгеньевна тата атте Александр Николаевич Ильинсем ĕçлеççĕ.

Анне Сĕнтĕрвăрри районĕн-чи Çичĕпӳрт ялĕнче çуралса Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин фольклор уйрăмĕнче халăх хорĕн ертӳçине вĕренсе тухнă. Çакă кăна çителĕксĕррине туйнă вăл. Каярах Мускавра Гнесинсем ячĕллĕ Раççей музыка академийĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ.

Атте Йĕпреç районĕнчи Туçа ялĕнче çуралнă. Мĕн ачаран тăрăхри ентешĕсен юрри-кĕввине илтсе çитĕннĕ. Вăл Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче пĕлӳ илнĕ. Пултаруллă артист тĕрлĕ халăх юррине шăрантарать, нумай инструментпа вылять. Репертуара пуянлатса пынă май тăван халăх юрри-кĕввин тĕп шухăшне уçма тăрăшать. Хăйĕн пултарулăхне аталантарма çеç мар, коллективпа та ĕçлеме ĕлкĕрет, артистсене пулăшать, юрăсене суйлас тĕлĕшпе сĕнӳсем парать, репетицисем ирттерет.

Пирĕн аттепе анне вунпилĕк çул ĕнтĕ Чăваш патшалăх филармонийĕнчи «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблĕн вокалисчĕсем. Вĕсене сцена çинче е пĕр-пĕр йышлă уявсенче ташласа савăнтарнине куратпăр-и — чĕре сиксе тухасла тапать. Эпир çакна ăнланатпăр — вĕсем халăхшăн тăрăшаççĕ.

Ильинсем — юрра-кĕвве юратакан йăх. Асаттепе асанне те Туçа ялĕнченех. Мĕн ачаранах тăван чăваш халăх юрри-кĕввин пуянлăхне туйса çитĕннĕ. Вĕсен асамлăхне вара ачисене пама тăрăшнă. Асанне нумай вăхăт ял тăрăхĕн ертӳçинче вăй хунă. Ĕçĕ пĕрре те çăмăл пулман унăн. Апла пулин те вăл «Ахах» ансамбль йĕркелесе яма, унăн ертӳçи пулма пултарнă. Асатте вара — çак ансамбль купăсçи. Çапла пирĕн аттепе анне чăваш юррине юрласа, ташшине ташласа ӳснĕ. Паян вĕсем — пултаруллă артистсенчен пĕрисем.

Епле-ха вĕсемпе мухтанмăн!

«Выртан каска мăкланнă», — теççĕ халăхра. Пултарулăх та пĕр вырăнта тăрсан аталанаймĕ. Çĕннине тупма пĕлмелле, куракана, итлекене хальччен пулманнипе савăнтармалла. Чăваш патшалăх филармонийĕ вара ялан шыравра. Пирĕн аттепе анне те филармони проекчĕсене хатĕр-лес ĕçе хастар хутшăнаççĕ. «Нарспи» мюзикл, «Авалхи сас» музыка программи, «Чăваш çĕрĕн чи лайăх юррисем» — вĕсен паллă проекчĕсенчен пĕрисем. Аннене 2013 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ят панă. Аттен пултарулăхĕпе те эпир питĕ мухтанатпăр. Вăл Раççейри нумай фестиваль, конкурс çĕнтерӳçи, лауреачĕ. Чăннипех те талантлă çынсем иккĕшĕ те.

«Çавал» ансамбль — чапа тухнă коллектив. Юрри-ташшипе çитмен кĕтес хăварман та пуль. Хамăр республикăра пурăнакансем ансамбль артисчĕсен пултарулăхĕпе киленнĕ. Ку кăна мар! «Çавал» Бельгире, Польшăра пулнă. Тутарстанпа Пушкăртстан Республикисене çитсе унти чăвашсене савăнтарнă. Мордва, Мари Эл Республикисенчи куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса йышăннă. Самар, Пенза, Ульяновск облаçĕсене пĕрре çеç мар çитсе килнĕ. Мускавпа Санкт-Петербург хулисенче юрланă, ташланă. Крымра пурăнакансем те артистсене хисеплесе, сума суса йышăннă… Ăçта кăна çитмен-ши аттепе анне тăрăшакан коллектив?! Талантлă, чипер юрăçăсемпе ташăçăсен йышĕнче аттепе анне пулни вара пире питĕ савăнтарать.

Пур çĕрте те «Çавал» хăйĕн пуян программипе куракана тыткăнланă, итлекенĕн чĕрине чăвашăн пуян кĕввине, илемлĕ юррине ĕмĕрлĕхе тенĕ пек вырнаçтарма пултарнă.

Пултаруллă йыш 2014 çулта Сочире иртнĕ Хĕллехи Олимп вăййисене курма пынă хăнасене те уяв программипе килентернĕ. Кунта пухăннă пин-пин куракана, тĕнчери миллион телекуравçа хăйĕн мăнаçлă, илемлĕ сассипе тыткăнланă. Çакăншăн çĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин алă пуснă грамотăна тивĕçнĕ.

Çичĕ çул каялла ансамбль «Раççей юррисем» марафон фестивале хутшăнса унтан пысăк хавхаланупа таврăннă. Надежда Бабкина Раççей Федерацийĕн халăх артистки пултаруллă йыша пысăка хурса хакланă. Ăçта кăна ан янратăр «Çавал» юрри-кĕвви, тыткăнлатăр ташши — пур çĕрте те коллектив куракана савăнтарать, хавхалану парнелет, çынсен кăмăлне уçать.

Темиçе çул ĕнтĕ тăван Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртет. Унăн культура программине пуянлатас ĕçре ансамблĕн тӳпи те пур. Ку çеç те мар. Нумай-нумай фестивальпе конкурс ĕçне хăйĕн вăй-халне хывать туслă йыш. Раççей халăхĕсен йăли-йĕркисен фестивальне йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе те «Çавал» вышкайсăр нумай пулăшма пултарнă.

Ĕмĕрсем иртсен те халăх юрри-кĕвви пĕтмест. Вăл ăруран ăрăва куçать. Юррине те, ташă хусканăвне те упраса хăвараççĕ, çамрăксене пиллеççĕ, тăван культурăна малашне те сыхласа хăварассине манмалла маррине туйтараççĕ искусство ĕçченĕсем. Эпир вара хамăрăн атте аннепе «Çавалта» пĕтĕм чунне парса ĕçленишĕн чăннипех те мухтанатпăр.

Настьăпа

Коля ИЛЬИНСЕМ.

Шупашкар,

47-мĕш шкул.

ЕРТӲÇИСЕМ: Ирина Васильевна ВЛАСОВА, Надежда Петровна ИВАНОВА чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.