Archive - 24 Oct, 2017 - Хыпар

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре шалу мĕнле шая çитрĕ? Ÿсĕм палăрать-и? Хăш отрасльте ытларах ĕçлесе илеççĕ?

А.ВИКТОРОВ.

Шупашкар районĕ.

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх — кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче вăтам шалу 23675,8 тенкĕпе танлашнă. Ку — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7,6 процент нумайрах.

«Ăшă пама пуçласси лăпкăн иртрĕ, паян Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата Йошкар-Олари социаллă сферăпа çурт-йĕр фондне туллин ăшăпа тивĕçтеретпĕр», — пĕлтерчĕç çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçламăшне халалланă пресс-конференцире «Т Плюс» ПАОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн ертÿçисем.

Хĕле — ăшăпа...

Пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене унччен патшалăх хăйĕн вăйĕпе юсаса тăнă. Çуртра пурăнакансем хăйсен нухрачĕ çак тĕллевпе тăкакланманран пĕрле усă куракан пурлăха йĕркесĕр тытнă. Лифтсем çĕмĕрĕлнĕ, ăшă паракан пăрăхсем шăтнă, ытти тĕслĕх те сахал пулнă-и? Халăхăн тирпейлĕ пулма вĕренмеллех ĕнтĕ. Патшалăх та тепĕр тесен «тĕпсĕр пичке» мар.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе кил хуçалăхĕсем АПК  аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнасса, Раççейре апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хурасси вĕсенчен те нумай килессе çĕршыв ертÿçисем чылай çул каяллах лайăх ăнланса илнĕ [статистика çирĕплетнĕ тăрăх, республикăри хăш-пĕр районта, уйрăмах кăнтăр енче, ял хуçалăхĕнчи мĕн пур продукци калăпăшĕнче ХФХсемпе кил хуçалăхĕсен тÿпи 60-80% таранах йышăнать].