Камăн шалăвĕ пысăкрах?

24 Юпа, 2017

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре шалу мĕнле шая çитрĕ? Ÿсĕм палăрать-и? Хăш отрасльте ытларах ĕçлесе илеççĕ?

А.ВИКТОРОВ.

Шупашкар районĕ.

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх — кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче вăтам шалу 23675,8 тенкĕпе танлашнă. Ку — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7,6 процент нумайрах.

Чи пысăк ĕç укçи финанс тата страхлакан /37,6 пин тенкĕ е республикăри вăтам виçен 158,9 проценчĕ/, электричество энергийĕпе, газпа тата пăспа тивĕçтерекен сферăра /30,2 пин тенкĕ е 127,5 процент/, электрон тата оптика изделийĕсен /40 пин тенкĕ е 169,1 процент/, хими продукчĕсен /29,4 пин тенкĕ е 124,4 процент/ производствинче, информаципе çыхăну /29,4 пин тенкĕ е 124,2 процент/, ăслăлăх тата техника ĕç-хĕлĕнче /29,3 пин тенкĕ е 123,7 процент/ шутланать.

Производство хăватне ÿстерсе, ĕç тухăçлăхне пысăклатса пыракан, вĕçĕмсĕр çĕнелекен организаци-сенче, тĕслĕхрен, «Хĕвел» ООО, «НПК «Элара» АО, В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ, «Чувашторгтехника» АО, «ЧЭМЗ» ЗАО пеккисенче, ĕçлекенсем тивĕçлĕ шалу илеççĕ.

Ял хуçалăх отраслĕнче /71,1 процент/, культура, спорт /71,8 процент/ сферинче, хăна çурчĕсемпе общество апатланăвĕн тытăмĕнче /73,9 процент/, вĕрентÿ организацийĕсенче /78,6 процент/ ĕçлекенсен шалăвĕ республикăри вăтам кăтартуран юлса пырать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пахча çимĕç ÿстерекенсен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен-сен шалăвне ÿстерес тесе ял хуçалăх организацийĕсенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçине çулсерен 10 процент ÿстерсе пыма тĕллев лартнăччĕ. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх — ку сферăра ĕçлекенсен шалăвĕ 2016 çулта, малтанхи çулхипе танлаштарсан, 10,7 процент хăпарнă, 16830,6 тенкĕпе танлашнă. 2017 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 17041,5 тенкĕне çитнĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.