Грант çĕнсе илме мĕн чăрмантарать?

24 Юпа, 2017

Хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе кил хуçалăхĕсем АПК  аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнасса, Раççейре апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хурасси вĕсенчен те нумай килессе çĕршыв ертÿçисем чылай çул каяллах лайăх ăнланса илнĕ [статистика çирĕплетнĕ тăрăх, республикăри хăш-пĕр районта, уйрăмах кăнтăр енче, ял хуçалăхĕнчи мĕн пур продукци калăпăшĕнче ХФХсемпе кил хуçалăхĕсен тÿпи 60-80% таранах йышăнать]. Çакна РФ Ял хуçалăх министерствин ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантаракан департамент директорĕ Владимир Свеженец Мускаври «Ылтăн кĕркунне — 2017» АПК куравĕнче «Фермер юхăмне аталантарни — ял территорийĕсен экономикипе социаллă пурнăç шайне çĕклемелли резерв» темăпа «çавра сĕтел» ирттерни те лайăх çирĕплетет.

ХФХсене вăй илсе аталанма 2012 çултан «Ĕçе пуçăнакан фермер», «Çемье ферми» патшалăх программисемпе килĕшÿллĕн грант парса хавхалантарма тытăннă. Малтанлăха ăна 2012-2014 çулсем валли 3 çуллăха йышăннă. Çак тапхăрта ĕçе пуçăнакан 427 фермер пулăшу илме кăмăл тунине пĕлтернĕ, конкурсра 151-шĕ çĕнтернĕ. Халĕ 2015-2017 çулсенче грантпа тивĕçтермелли программа ĕçлет. 2012-2016 çулсенче пулăшу илнĕ 217 ХФХ ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Вĕсем 110 трактор, çĕклесе тата кăкарса çÿремелли 203 оборудовани, тырă акмалли 50 сеялка, ытти техника туяннă. Юлашки çулсенче кăтартусем палăрмаллах ÿснĕ. 2016 çулта 248,8 млн тенкĕлĕх продукци сутнă /2015 çулхинчен 20% нумайрах/, бюджета 14,26 млн тенкĕ налук хывнă. Шалу фончĕ — 23,1%, усă куракан çĕр лаптăкĕ 26,7% ÿснĕ.

Грант илес тĕллевлисен хисепĕ çултан-çул ытларах пулмалла та, анчах хăшĕсем «лотерея вылявĕ пекех вĕт ку» тесе телее, хăйсен вăйне шанманран, документсене тĕрĕс хатĕрлеме пултарайманран, ытти сăлтава пула та конкурсран айккинче тăрса юлаççĕ. Кайран вара: «Хутшăнни мĕн усси, пире пурпĕр лекмест», — тесе кăмăлсăрланаççĕ. Кĕвĕçес йăла та пур. Ĕçе тытăнакан фермер чылай йывăрлăхпа тĕл пулать. Чи малтанах хуçалăха никĕслеме укçа-тенкĕ çитмест. Салук хывма пурлăх çукран кредит илеймест. Специалистсене шыраса хăшкăлатăн. Темиçе çул каялла чăмăртаннă фермерсем те йывăрлăх тÿснĕрен минерал удобренийĕ, ÿсен-тăрана хÿтĕлекен хатĕр, паха вăрлăх, ăратлă выльăх çителĕклĕ туянаймасть пулсан çамрăккисем е тин çеç ĕçе пуçăнакансем пирки мĕн каламалла? Теветкеллĕх шиклентерет паллах. Пĕччен хулă хуçăлать тенешкел, хăв тĕллĕн çеç нимех те тăваймăн. ХФХне ял хуçалăхĕнче вăй хума хирĕç мар спонсорпа е укçаллăрах тăвансемпе пĕрле йĕркелесен лайăхрах пулĕ. Иккĕмĕш çул — çемьепе темиçе пай çĕр тара илсе хушма хуçалăха тĕреклетмелле. Вара хресчен-фермер хуçалăхне куçмалла, грант илес шухăшпа çирĕпленмелле. Кунта та чухламалли нумай. Бизнес-план хатĕрлеме те, ял хуçалăхне аталантарма та пĕлмелле, пурлăхпа техника никĕсне те хывмалла.

Çамрăк фермерсене хĕллехи вăхăтра «Агро-Инновацисем» ХУП вырăна тухса семинарсем, консультацисем ирттерсе пулăшать. Кăçал вăл 18 семинарта 306 çынна пĕлÿ панă. Занятисене çирĕп шухăшкăмăллисем, чăн-чăн фермер пулас тĕллевлисем пынă. Иккĕленекенсем, грант илес йĕрке пирки тĕрĕс мар шухăшлакансем çÿремен паллах. Тĕрĕссипе, унашкалли сахал мар. ЧР Ял хуçалăх министерствин пĕр ларăвĕнче темиçе çул каялла Пăрачкав районĕнчи тÿрĕ мар кăмăллă пĕр фермер грантпа тĕллевсĕр усă курни, çавна май бизнес-планра палăртнă тĕллевсене пурнăçлайманни пирки сăмах хускатнăччĕ. Паллах, ăна уншăн пуçран шăлман, укçине каялла шыраса илнĕ. Обязательствăсене палăртнă вăхăтра тата туллин пурнăçламалла, грантпа туяннă пурлăха 5 çул хушши сутма, парнелеме, тара пама, улăштарма юрамасть. Саккун фермерсене кристалл евĕр таса чунлă пулмаллине аса илтерет. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнчи Андрей Григорьев çамрăкпа /вăл кăçал «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа 3 млн тенкĕлĕх грант илнĕ/ Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра иртнĕ регионсен хушшинчи VII «Шăнкăртамри диалог» ял экономика форумĕнчи калаçăва аса илтĕмĕр. Зала пухăннисенчен пĕри: «Грант илнин усси çук, укçа каяллах таврăнать», — тесе чылайăшне тĕлĕнтерчĕ. — Ман шутпа тĕрĕсех те калать, — терĕ Андрей Вячеславович. — Ара, тĕрĕслев чăнласах та нумай. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.