ТЭЦсемпе ăшă трассисем сивĕсене хатĕр

24 Юпа, 2017

«Ăшă пама пуçласси лăпкăн иртрĕ, паян Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата Йошкар-Олари социаллă сферăпа çурт-йĕр фондне туллин ăшăпа тивĕçтеретпĕр», — пĕлтерчĕç çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçламăшне халалланă пресс-конференцире «Т Плюс» ПАОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн ертÿçисем.

Хĕле — ăшăпа...

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта компани потребительсене авăнăн 27-мĕшĕнче ăшă пама тытăннă. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче филиал хĕле хатĕрленсе çитнин паспортне илнĕ. «Т Плюс» ПАОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн директорĕ Андриан Тимофеев палăртнă тăрăх, «çак документ энергокомпани пĕчĕк температура условийĕсенче ĕçлемелли мĕн пур условие пурнăçланине çирĕплетет».

Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра чăрмавсăр кĕресси ТЭЦсемпе ăшă сечĕсене хатĕрлессипе çыхăннă пысăк ĕçпе никĕсленнĕ. Хăйĕн энергообъекчĕсене юсама тата реконструкцилеме компани кăçал 520 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Юсав ĕçĕсене кăрлачрах пуçарнă — ун чухне Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ТЭЦра 1-мĕш турбоагрегата тĕпрен юсама кăларнă. Пĕтĕмпе вара кăçал тĕп оборудованин 22 единицине юсанă.

Сивĕсен умĕн ăшă сечĕсен хуçалăхне те тĕплĕ хатĕрленĕ. Подряд организацийĕсемпе пĕрле Шупашкарта 500 метр трубопроводсене улăштарнă, Йошкар-Олара — 1200 метра яхăн. Андриан Тимофеев ăшă сечĕсем çинче ĕçленĕ чух çĕнĕ йышши материалсемпе усă курнине пайăррăн палăртрĕ, вĕсем потребительсене ăшăпа тивĕçтерессин шанчăклăхне çирĕплетеççĕ: эксплуатаци вăхăтне тăсаççĕ кăна мар, ăшă çухатăвне те чакараççĕ.

Юсав ĕçĕсене «Т Плюсăн» федераци шайĕнчи «Re:конструкци 2017» программипе килĕшÿллĕн пурнăçланă. Унта юсав пахалăхне, калăпăшне ÿстернисĕр пуçне ăшă сечĕсем çинче ĕçленĕ вырăн-сене тирпейлес тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк. Пăрăхсене улăштарнă хыççăн асфальта çĕнĕрен сараççĕ, сукмаксемпе газонсене тирпейлеççĕ. Йошкар-Олара вара ку енĕпе малалла кайнă: компани укçипе темиçе çурт картишĕнче спорт снарячĕсем вырнаçтарнă. «Пирĕн патра?» Чăваш Енĕн «кÿреннĕ» журналисчĕсене хуравланă май Андриан Григорьевич шантарсах каларĕ: малашне Шупашкарта та çапла ĕçлеме хатĕр. Анчах кăçал кунта промышленноç зонинче — Сĕнтĕрвăрри çулĕ çинче — ăшă трассине улăштарнă, унта, паллах, тăвайккисемпе турниксем вырăнсăр.

... тата парăмсемпе

Потребительсен энергокомпани умĕнчи парăмĕсем пирки те сăмах пулчĕ. «ЭнергосбыТ Плюс» АУОн Мари Элти тата Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Светлана Жаркова икĕ республикăри потребительсен парăмĕ 1,2 миллиард тенкĕрен иртнине пĕлтерчĕ. Шел те, çак виçен пысăк пайĕ — пирĕн республикăри потребительсен тÿпи: Шупашкарти клиентсем 591 млн тенкĕ ытла парăма кĕнĕ, Çĕнĕ Шупашкарта — 467 млн тенке яхăн.

Унччен промышленноç предприятийĕсемпе «çапăçма» тиветчĕ, халь вара управляющи компанисем пуçа ыраттараççĕ. Ăшăшăн тÿлеменнипе çыхăннă парăмсем Шупашкарти «Рябинка» УК ертÿçисем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарассине сăлтавланă. Филиал çавăн пекех химиксен хулинчи виçĕ управляющи компани — Çĕнĕ Шупашкарти ЖКХри УК, «ЖЭК 21», «СК ;2» — тĕлĕшпе вĕсене панкрут тесе йышăнма ЧР Арбитраж судне ыйтусем янă. Вĕсен энергетиксен умĕнчи пĕтĕмĕшле парăмĕ авăн варри тĕлне 152 млн тенкĕрен иртнĕ.

— Кам тÿлесшĕн — тÿлет. Питĕ лайăх тĕслĕх пур: «Ниди» УК «Коммуналлă технологисенчен» пирĕн пата 50 млн тенкĕ парăмпа килчĕ, халь 20 млн тенкĕрен те сахалрах. Ĕçлес кăмăл пурри куç кĕрет. Тепĕр майлă тĕслĕх — «Реал-Люкс»: вăл та çавăн пек парăмпа килнĕччĕ, анчах кĕске вăхăтра ăна 100 млн тенкĕ таран ÿстерчĕ. Унпа килĕшĕве татрăмăр, панкрута кăларма ыйтрăмăр, — терĕ Светлана Александровна.

Энергетиксем халăха ТСЖсемпе УКсем коммуналлă тÿлевсене ытти тĕллевпе ярасран сыхланма чĕнсе калаççĕ. Вĕсем ăшăшăн тÿлеменни çынсене те пырса çапма пултарать вĕт. Энергокомпанин парăма суд урлă шыраса илме тивет. Кун пек чухне вара парăмлă организацин тÿлев шучĕсене арестлеççĕ — вăл çуртсене пăхса тăрайми пулать. Çĕнĕ Шупашкарта шăпах çапла пулнă: УК укçине «пÿлсе» лартнă май йăлари каяшсене илсе тухма та пăрахнă...

Т Плюса тÿрремĕнех тÿлекен уйрăм çынсен парăмĕ пысăкланни те пăшăрхантарать. Пĕтĕмпе 39 млн тенке яхăн, çав шутра Чăваш Енре — 32 млн патнелле. Энергокомпани парăмлă çынсем тĕлĕшпе тĕрлĕ мерăпа усă курать. Çав шутра — хĕрлĕ квитанцисем яни. Вĕсене иртнĕ уйăхшăн Çĕнĕ Шупашкарта хваттерсен 4,8 пин ытла хуçи илнĕ, Шупашкарта — 1 пин ытла. Витĕмлĕ мера теççĕ.

Суд приставĕсемпе пĕрле рейдсем те ирттереççĕ. Маларах малалла...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.