Archive - 9 Утă, 2016 - Хыпар

9 Утă, 2016

Айăпсăр - айăплă...

Пĕр кунхине ĕçе каярах юлса çитрĕм. Алăк умĕнче 45-50 çулсенчи палламан хĕрарăм тăратчĕ. «Эсĕ Оля-и?» — ыйтрĕ куçран сиввĕн тинкерсе. «Эпĕ», — терĕм пĕрремĕш хут куракан çине тĕлĕнерех пăхса. Сăмаха вĕçличченех тытăнчĕ хĕрарăм сурчăк сирпĕтсе вăрçма! Çеккунтра мана тем те пĕр каласа тăкрĕ. Эпĕ айккипе иртсе кайма тăрсан самăр кĕлеткипе алăка картларĕ хайхи. Чарăнма та шухăшламасăр ĕçтешсен умĕнчех пăсăрлантарчĕ мана. «Ачасене ашшĕсĕр хăваратăн. Намăссăр! Ют арçынпа çывăрса пурăнатăн, çылăхлă эсĕ! Нихăçан та ыр кураймăн. Совеçÿ те çук санăн, питÿ те хĕрелмест, тьфу!

9 Утă, 2016

Суран тÿрленсен те çĕвви юлать

Пурнăç урапи яланах пĕр тикĕс шумасть. Лайăххипе пĕрлех усалли те юнашарах çÿрет. Инкек ăçтан йăтăнса анассине никам та пĕлмест. Тăванран, çывăх çынсенчен, хăв çуратса ÿстернĕ тĕпренчĕкÿнтен яланлăхах уйрăлни — çемьешĕн çĕр йăтайми пысăк хуйхă.

9 Утă, 2016

Чап çăлтăрĕ сÿнсен...

Самана кашни тапхăрĕнчех халăх юратакан артистсем пур. Анчах чап килет те каять, ун хыççăн мĕн тăрса юлать? Пĕрисем сцена çине урăх амплуара таврăнаççĕ, теприсем пурнăçпа малалла киленеççĕ. Хăй вăхăтĕнче нумайăшĕ килĕштернĕ актрисăсен шăпи мĕнле-ши паян?

Pages