Archive - 29 Ака, 2015 - Хыпар

29 Ака, 2015

Хĕл иртет те - çуркунне çитет...

Ак ĕнтĕ хĕл те иртсе кайрĕ. Тахçан нихăçан та вĕçленес çук пек туйăннăскер.

Ансат пулмарĕ иртнĕ хĕл Раççейшĕн. Раççейшĕн пулсан - Чăваш Еншĕн те, паллах. Сăмси умĕнчи паха апата çăтса яма кăшт кăна ĕлкĕреймен акулăна аса илтерекен Америка хистенипе Европĕрлĕхе кĕрекен çĕршывсем санкци хыççăн санкципе юнарĕç пире, нефть йÿнелмеллипех йÿнелчĕ, тенкĕ кунсерен «çăмăлланса» та «сумсăрланса» пычĕ. Пĕрисем чăтаймарĕç - «Караул! путатпăр!» тесе кăшкăрма та пикенчĕç.

29 Ака, 2015

Паха сиплев кунçула вăрăмлатать

Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев медицинăн ятарлă учрежденийĕсене çитсе вĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕ. Унпа пĕрле ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулчĕç.

29 Ака, 2015

Чун-чĕре ан «тутăхтăр»

Республикăри чылай ял-поселока, район центрĕпе хулана илсе çитернĕ мана журналист çулĕ-ĕçĕ. Кирек ăçта пулсан та кашнийĕншĕн ялан сăваплă пулмалли вырăнсене - Аслă вăрçăн юнлă уй-хирĕсенчен тăван кĕтесе таврăнма пÿрмен паттăрсене асăнса, вĕсен ячĕсене халăх чĕринче хăварас тесе лартнă палăксемпе çывăх çыннисемпе тăванĕ-пĕтенĕ яланлăхах канлĕх тупнă çăва-масарсене - тирпейлесе-пăхса тăнине сăнаса халĕ çеç хам пулнă район е ял çыннисене хак паратăп. Шел те, çав пĕтĕмлетÿ нумай чухне кăмăла пăсать. Чылай çĕрте - куçа тăрăнакан килпетсĕр ÿкерчĕк. Акă, палăк-монументсене, обелисксенех илер.

29 Ака, 2015

Пĕрле ĕçлесен çитĕнÿ пулатех

Литература çулталăкĕнче, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине анлăн уявланă май та Комсомольски районĕнче пурăнакансем кĕнекепе татах та ытларах туслашасса, вулакансен йышĕ ÿсессе шанас килет.

29 Ака, 2015

Илпекĕн чĕлхи те - илпек

Чăваш çынни хăй ачи-пăчине мĕн çамрăкран ĕçе вĕрентет. Асли улт-çичче çитсен, ĕççи вăхăтĕнче ăна ашшĕ-амăш кĕçĕннисене пăхма киле хăварать. Саккăрти ача алла çурла тытса вырма тытăнать, хĕр-ачапча пански çыхать, арçын ача çăпата тума вĕренет.

29 Ака, 2015

Шăплăхри кĕвве те илтессĕм килет

Хăйĕн çинчен сăмах пуçарнине ытла та юратмасть-çке вăл. Ахальлĕн пулсан-и! Валерий çинчен пĕр-пĕр журналист тахçанах кăсăклă материал çырса вулакана унпа çывăхрах паллаштармаллаччĕ. Халĕ вара епле çавăрма май килчĕ-ха Раштав кăмăлне? Сăлтавĕ пуррипе.

Pages